РАШТАВĂН 3-МĔШĔ- ИНВАЛИДСЕН КУНĔ. ЧУН ĂШШИ КИРЛĔ
Инвалидсен кунне эпир кăçал вуникĕмĕш хут уявлатпăр. ООН Генеральнăй Ассамблейин сессийĕ декабрĕн 3-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери Инвалидсен кунĕ тесе 1992 çулта йышăннă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта 2389 инвалид пурăнать. Çав шутра 144 ача, ĕçре сусăрланнисем _ 98 çын. 1792 çын чирлесе инвалида тухнă, 90 çын вăрçăра аманса сусăрланнă. Инвалидсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес шутпа районта инвалидсен организацийĕ йĕркеленĕ. Инвалидсене тăтăшах медицина пулăшăвĕ парса тăмалла. Вĕсен ыйтăвĕсене район территорийĕнче тăватă больница тивĕçтерет. Унсăр пуçне халĕ акă тата 4 çемье врачĕн офисĕ ĕçлет. Инвалидсене пенси парса тăрассине районти почта узелĕ е перекет банкĕ урлă йĕркеленĕ. Инвалидсен пурнăçĕ пирки район хаçатĕнче çутатма тăрăшатпăр. 17 инвалида "Ока" автомашинăпа тивĕçтернĕ. Ыттисене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра районти ялсене çутçанталăк газĕ кĕртес ĕçсем анлă сарăлнă. Кунта вара инвалидсене пулăшни кирлех. Инвалидсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса парас ĕçре вырăнти пу-ламăш организацийĕсен ертỹçĕсен тỹпи те пысăк. Акă, Хирти Сĕнтĕрти, Çĕнĕ Кипеçри, Аслă Çĕрпỹелĕнчи, Комсомольскинчи пуçламăш организацисен ертỹçисем И.Я.Салмин, В.В.Воронков, Х.З.Хамидуллин, М.А.Счетчиков тата ыттисем те шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра инвалидсене пурăнма йывăр. Пенси те пĕчĕк, çителĕксĕр. Эмелсем те хаклă. Апла пулсан, инвалидсене чун ăшши ытларах кирлĕ. Çакна малашне пур çĕрте те шута илесчĕ.
"Каçал Ен"