ПĔР ÇĔРТЕ ЛАЙĂХ, ТЕПĔР çĔРТЕ...
ЧР Ялхуçалăх министерстви республикăри ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенчи фермăсене хĕле мĕнле хатĕр-леннипе паллашма çулсеренех ятарлă комисси йĕркелет. Хĕл кунĕсем пуçлансан пирĕн районта ЧР Ветеринари управленийĕн тĕп ветеринарĕ В.К.Тихонов, "Ăратлăх енĕпе ĕçлекен патшалăх учрежденийĕ" пĕрлешĕвĕн тĕп зоотехникĕ М.М.Казенов, республикăри ялхуçалăх специалисчĕсем пулса курчĕç. Тĕрĕслеве районти специалистсем те хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем "Красный маяк" ялхуçалăх кооперативĕнче пулчĕç. Çак хуçалăхăн ферми йывăр лару-тăрура. Кунта мăйракаллă шултра выльăх çеç тытаççĕ. Вĕсен йышĕ питĕ пĕчĕк. Ĕнесем ырхан. Фермăра талăкра кашни ĕнерен 3-шер килограма яхăн çеç сĕт сăваççĕ. Ĕçлекенсем сахал. Тĕп зоотехник Г.П.Воробьев, вăлах ферма заведующийĕ те, çулла кĕтỹçĕ те, хуралçă та. Р.В.Суратова ветфельдшер, вăлах осеменатор та. Вĕсемсĕр пуçне доярка, скотник пур. Витесенче сивĕ. "Выльăх апачĕ кăçал çителĕклĕ",_ терĕ ер-тỹçĕ. Анчах та иртнĕ çул апат енчен хĕсĕк пулни выльăхсен кăçалхи продуктивлăхĕ çине витĕм кỹчĕ. "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕ хĕле тĕплĕн хатĕрленнине витесене кĕрсенех асăрхама пулать. Унта ăшă, типтерлĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне 40 центнер ытла апат хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра кунта кашни ĕнерен 12-шер килограмм сĕт сăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕн ỹтхушаслăхĕ те лайăх. Кăçал коллектив кашни ĕнерен 5000 пин килограмм ытла сĕт суса илме палăртнă. Вăл пурнăçланса пырать. "Восток" ялхуçалăх кооперативĕ _ ăратлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăх. Кунти условисем пирки калама та кирлĕ мар. Витесем яланхи пекех типтерлĕ, таса. Сĕт сивĕтмелли ют çĕршывра туса кăларнă оборудовани вырнаçтарнă. Вăл заводсене пахалăхлă сĕт сутма май парать. Шел пулин те, районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ "тĕпсĕр шăтăка" лекнĕ хуçалăхсем те пур. "Победа", "Правда", "Красный Октябрь" тата хăшпĕр хуçалăхсенче лару-тăру йывăр. Комисси республикăри пур районта та выльăх-чĕрлĕх енĕпе лайăх ĕçлекен хуçалăхсем те, йывăрлăха лекнисем те пуррине палăртрĕ, кăткăслăха çĕнтерме май паракан çул-йĕрсене палăртса хăварчĕ.
"Каçал Ен"