Комсомольский муниципальный округ

Хĕл хырăмĕ пысăк

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çăмăл мар. Çакна кашни специалистах ăнланать. Витесем ăшă, хăтлă, апат çителĕклĕ пулсан çеç пысăк продуктивлăх пирки калаçма пулать. 2004_2005 çулсенчи хĕллехи тапхăрта выльăхсене тăрантарса усрама кашни условнăй выльăх пуçне 25,4 центнер апат хатĕрленĕ. Чи пысăк кăтартусенчен пĕри _ "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕн 38 центнер. Нумаях пулмасть комиссипе çак хуçалăхра пулса куртăмăр. Кунта хĕле тĕплĕн хатĕрленни куçкĕретех. Витесене шуратнă, юсанă. Унта ăшă. "Искра", "Заря", "Пайгас", "Слава" хуçалăхсенче те апат çителĕклĕ. Çав вăхăтрах "Дружба", "Красный Октябрь", "Победа", "Дубрава" хуçалăхсен кашни условнăй выльăх пуçне 10,2_17,1 центнер çеç выльăх апачĕ пур. Вăл хуçалăхсене, паллах, хĕл каçма çăмăлах килмĕ. Районĕпе кăçал 5920 тонна утă янтăланă. Ку кирлин 79 проценчĕ чухлĕ анчах. "Слава" ялхуçалăх кооперативĕ кашни çулах утă нумай туса илет. Кăçал унта 790 тонна паха утă пур. Çак апата пленкăсемпе чĕркесе упраççĕ. Çавăнпа та чăннипех те утă пахалăхлă теме пур сăлтав та пур. Хĕл кунĕсенче фермăна кĕрсен те уттăн ырă шăрши палăрать. "Труд", "Асаново", "Алга" ялхуçалăх кооперативĕсенче те утă чылай. Анчах та "Дубрава", "Красное Сормово", "Победа" хуçалăхсенче утă сахалрах. Районти хуçалăхсене хĕл каçма сахалтан та 21200 тонна сенаж кирлĕ. Çак апата районĕпе 23961 тонна хатĕр-ленĕ. Сенаж "Пайгас" , "Асаново"  хуçалăхсенче ытларах. Хуçалăхсенче 5845 тонна улăм, 6492 тонна силос, 4583 тонна выльăх кăшманĕ, 363 тонна çĕрулми, 6875 тонна тырă фуражĕ хатĕрлесе хунă. Кăçалхи çанталăк условийĕсем выльăх кăшманĕн тухăçĕ çине витĕм кỹчĕç. Çавăнпа та 12 хуçалăх çеç çак тымарçимĕçе янтăлама пултарнă. "Луч" ялхуçалăх кооперативĕнче 1000 тонна, "Искра", "Труд", "Рассвет" хуçалăхсенче 900_800 тонна выльăх кăшманĕ пур. Çапла вара çак апат хĕл каçма кирлин 41 проценчĕ чухлĕ анчах. Тырă фуражĕ енĕпе те лару-тăру çăмăлах пулас çук. Хăшпĕр хуçалăхсенче вăл питĕ сахал. Çăнăхсăр вара выльăх ỹтхушаслăхĕ те пулмасть, сĕт те сăвăнмасть. Хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕнче пыратпăр. Çăва тухиччен вăхăт чылай-ха. Çавăнпа та хатĕрленĕ апатпа перекетлĕ усă курар. Çуркуннене пĕр улăмпа çеç тухас марччĕ. Çитерекен апата хатĕрлесе, тутлăлантарса парасчĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк.


"Каçал Ен"
08 декабря 2004
00:00
Поделиться