Юбилее паллă тунă
Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕ çак кунсенче 110 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак вăхăтра ку шкулта чылай ача вĕренсе çын пулнă. Çавăнпа та юбилейре çын йышлă пулчĕ. Шкул директорĕ В.А.Муллин шкул историйĕ, паянхи пурнăçĕ пирки доклад туса пачĕ. Хăнасем те чылайăн тухса калаçрĕç. Хăйсем шкулта вĕреннĕ çулĕсене аса илчĕç, вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕç. Çак шкулта пĕлỹ илнисем те, хăнасем те шкул коллективне саламласа хаклă парнесем пачĕç. Шкул коллективĕн хорĕ пысăк концерт кăтартрĕ.
"Каçал Ен"