"Парăма тỹлемесен - шыраса илетпĕр"
Çĕршывра суд приставĕн системине 1997 çулта туса хунă. Ун пек подразделени пирĕн районта та пур. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма суд аслă приставĕнчен, В.А.Наумовран ыйтрăмăр.
- Пирĕн патра 6 çын ĕçлет. Вĕсен кашнинех хăйĕн тĕллевĕ. Пирĕн суд кăларакан йышăнусене тата ытти органсен постановленийĕсене хăйсен ирĕкĕпе пурнăçламан уйрăм çынсемпе, предпринимательсемпе, предприятисемпе, организацисемпе ĕçлемелле. Çав йышăнусене пурнăçа кĕртмелле. Паллă ĕнтĕ, никамăн та хăйĕн укçине кĕсьерен кăларса парас килмест. Анчах та саккуна пăхăнмалла. Парăм пулсан, кашни гражданинăн ăна тỹлемелле. Акă, хăшĕ-пĕри çул-йĕр правилисене пăсать, уншăн административлă майпа айăпласа штраф параççĕ. Ăна вара тỹлеменнисем те пур. Пирĕн исполнительсен ĕçе тытăнма тивет. Çавăн пекех патшалăх пошлинипе, налуксемпе çыхăннă ыйтусене те татса памалла. Кăçал вăхăтра налук тỹлеменнишĕн пирĕн подразделение 37 исполнительнăй документ килчĕ. Вĕсенчен 27 докуменчĕпе укçа-тенкĕ шыраса илсе ĕçе вĕçленĕ. Çапла вара налуксемпе çеç бюджета 1937405 тенкĕ хывнă.
- Сирĕн ĕçченсем судра та пулаççĕ пулĕ?
- Çапла. Суд пынă вăхăтра мĕнле те пулсан пăтăрмах сиксе ан тухтăр тесе унта çак енĕпе ĕçлекен суд приставĕ пулать. Вăл унти йĕркелĕхе сыхлать. Кунсăр пуçне суда сăлтавсăрах килмесен, суд йышăнăвĕпе пирĕн прис-тавсем вĕсене ирĕксĕрлесе ларăва илсе килеççĕ. Кăçал суд пынă вăхăтра йĕркене пăснăшăн 4 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
- Районта алимент тỹлессинчен пăрăнакансем пур-и?
- Шел пулин те, ун пеккисем тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсен ачисемшĕн укçа тỹлесе тăрасран тарса çỹреççĕ. Çакăншăн саккун тăрăх судпа айăплаççĕ. Алимент тỹлессинчен тарса çỹренĕшĕн эпир 4 çынна шырава (розыск) патăмăр. Вĕсем çаксем: Комсомольскинчи А.Н.Мансуровпа Г.А.Шамдинов, Урмаелĕнчи Ф.Ш.Абкаев, Александровкăри В.Г.Самуков. Суд йышăнăвĕ пур, саккун тăрăх вĕсен хăйсен ачисене пăхса çитĕн-терме укçа-тенкĕ памаллах пулать.
- Эсир тăрăшнипе чылай укçа-тенкĕ шыраса илнĕ-тĕр?
-Кăçал пирĕн пата шыраса илмелли 2343 документ килнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле виçи 8 миллион та 764 пин тенкĕ ытла. Тĕрлĕ сăлтавсене пула хальлĕхе тата 1 миллион та 581 пин тенкĕ шыраса илмелли укçа юлнă. Çак виçене çулталăк вĕçлениччен чылай пĕчĕклетме тĕллев лартнă.
- Владимир Александрович, юлашкинчен мĕн калатăр? - Уйрăм çынсен те, предприятисемпе организацисен ертỹçисен те саккуна пăхăнса пурăнмалла. Штрафсене, налуксене вăхăтра тỹлесен, парăмсене татсан сирĕн судпа çыхланма тивмĕ. Эпир "Об исполнительном производстве" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн парăмлă çынна хăйсен ирĕкĕпе тỹлесе татма 5 кун вăхăт паратпăр. Çав вăхăтран кая юлсан парăма 7 процент ỹстеретпĕр. Енчен те укçа-тенкĕ виçи пысăк пулсан çак процент вĕсен кĕсйисене аванах "хыпашлать". Хушма тăкак ан пултăр тесен уйрăм çынсене те, предпринимательсене те, предприяти-организаци ертỹçисене те штрафсемпе, налуксемпе тата ытти тỹлевсемпе вăхăтра татăлма сĕнетпĕр.