Комсомольский муниципальный округ

Поэтсене чысланă

Çак кунсенче чăваш чĕлхипе литературине, культурăна вĕрентекенсем чăваш халăхĕн паллă поэчĕсем Н.В.Шупуççыннипе Çеçпĕл Мишшин юбилейĕсене паллă тума районти тĕслĕх библиотекăна пухăнчĕç. Конференцие Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 6, 9-мĕш классенче вĕренекенсем уçрĕç. Ку шкулта Л.П.Макарова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вĕренекенсем Н.В.Шупуççыннин пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен каласа пани пурин кăмăлне те кайрĕ. Юлашкинчен хĕр-ачасен ушкăнĕ пурне те чăваш ташши ташласа савăнтарчĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕн çамрăк артисчĕсем Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕплĕн уçса пачĕç. Кунтах Çеçпĕлĕн сăввисем янăрарĕç. Малалла Тăманлă Выçли, Хырхĕрри вăтам шку-лĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Т.А.Шингалова, Е.М.Яндрова тухса калаçрĕç. Вĕрентекенсем малашнехи ĕçсем пирки те чылай калаçрĕç.


"Каçал Ен"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться