Комсомольский муниципальный округ

Сывлăхлă пулма - ача садне

Пирĕн районта шкул çулне çитмен ачасем валли 6 вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсене пурĕ 411 ача çỹрет. 2000 çултипе танлаштарсан, садиксенче 85 воспитанник ытларах кăçал. Кунсăр пуçне, шкулсенче 9 ушкăн йĕркеленĕ, вĕсене 134 ача кĕскетнĕ кун йĕркипе çỹрет. Паллă ĕнтĕ, ача сачĕсен воспитанникĕсен килте ларакансемпе танлаштарсан, тавракурăмĕ анлăрах. Вĕсем вулама-çырма та вĕренеççĕ. Урăхла каласан, шкула кайма хатĕрленсе çитеççĕ. Ачасене садике яракан ашшĕ-амăшĕсем çакна та ăнланаççĕ: унта сывлăха çирĕплетме пулăшакан хăнăхусем те тăваççĕ. Ачасене вара чир-чĕр питех çулăхмасть. Халь тата, ача-пăча учрежденийĕсенчи пепкесен пурнăçне тата сывлăхне упрас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине пĕчĕкрен хăнăхтарас тĕллевпе, районта смотр-конкурс ирттерме палăртнă. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă, 2005 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен пырать. "Сывлăхлă пулма - ача садне" конкурс икĕ турпа, тăватă номинаципе иртет: "Чи лайăх ача сачĕ", "Чи лайăх воспитатель", "Чи лайăх медсестра", "Сывлăхлă çемье- ача сачĕ урлă". Çак смотр-конкурса районта пур ача-пăча учрежденийĕ те хутшăнма кăмăл тунă. 


"Каçал Ен"
18 декабря 2004
00:00
Поделиться