Çĕнетмелле, пăхмалла
Вăрмана кашни кунах пă-хса тăмалла, çĕнетмелле, хăрнă йывăçсене касмалла. Комсомольскинчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем кăçал та япăх мар вăй хучĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн çынсене республика шайĕнчех чыс турĕç, Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç. Кăçал эпир ку таранччен 23300 кубла метр йывăç хатĕрленĕ, 35 гектар çамрăк хунавсем лартнă. Вĕсенчен 10 гектарĕ- юман. Юман йĕкелĕ 1 тонна пуçтарнă, республикăри питомниксене ăсатнă. Хамăр питомникре 1 миллион та 800 пин хунав ỹстернĕ. 33 пин тĕпне районти хуçалăхсемпе организацисене сутнă. Кăçал 1 миллион та 542 пин тенкĕлĕх продукци кăларма пултартăмăр. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 1 миллион та 535 тенкĕлĕх кăларнăччĕ. Халĕ çĕнĕ çул валли сутмалăх чăрăшсем хатĕрлетпĕр. Хакĕ пысăк мар. Пĕри 15 тенкĕ, лайăхраххи кăшт хаклăрах. Килĕр, туянăр.
"Каçал Ен"