Информациллĕ пĕлтерỹ
Декабрĕн 22-мĕшĕнче район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ун ĕçне ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсемпе кооперативсен руководителĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. Депутатсем ларăвăн кун йĕркине çирĕплетрĕç. Унта çакăн пек ыйтусене пăхса тухма палăртрĕç:
1. Комсомольски районĕн 2005-2007 çулсенчи социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн палăртăвĕ(прогнозĕ) çинчен. 2. Комсомольски районĕн 2005 çулхи бюджечĕ çинчен. 3. Муниципаллă пурлăхăн 2005 çул валли хатĕрленĕ прогнозĕ çинчен. 4. 2005 çулта çĕршĕн аренда тỹлевĕн ставки çинчен. 5. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн 2005 çулта тỹлемелли тарифсем çинчен. 6. Комсомольски районĕн-че налук тỹлемелли ыйтусемпе 2002 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче йышăннă положение улшăнусем кĕртесси çинчен. 7. Тĕрлĕрен ыйтусем.
Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн экономика, финанс тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева анлă доклад туса пачĕ. 2005 çулхи район бюджечĕ пирки районти финанс пайĕн начальникĕ Т.И.Николаева тухса калаçрĕ. Виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш ыйтусемпе М.В.Кокорева, улттăмĕш ыйтупа Т.И. Николаева докладсем туса пачĕç. Пухăва хутшăннисенчен чылайăшĕ кун йĕркинче палăрт-нă ыйтусемпе тухса калаçрĕ. Пăхса тухнă кашни ыйтупах депутатсем тивĕçлĕ решени йышăнчĕç (вĕсем пурте хаçатра пичетленеççĕ). Ларăва хутшăннисем район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.