Комсомольский муниципальный округ

Маттур хĕрарăм- пултаруллă руководитель

Е.А.Карпеева ертсе пыракан "Кооператор" производство комбиначĕн коллективĕ республикăра та самаях палăрнă. 2003 çулта "Чăвашпотребсоюз" системинчи экономика ăмăртăвĕн итогĕсемпе икĕ хутчен пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2004 çулхи I тата II кварталсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе коопераци предприятийĕсенчи тавар туса кăларассине анлăлатассипе комбинат "Центросоюз" системинче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак ỹсĕмсем, паллах, чылай енчен руководитель ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен килнĕ. Çавна май эпир вулакансене Евгения Анатольевна пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр. Женя Кĕтне Пасар ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьере пĕр ача кăна пулнă май, вăл ашшĕ-амăшне пур ĕçе те тума пулăшнă. Хĕрача шкулта лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă, активлăхпа палăрса тăнă. Вăтам шкул пĕтерсен вăл районти хатĕрлев кантурĕнче кассирта ĕçлеме пуçланă. Илемлĕ пỹ-силлĕ чипер хĕр шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа тăрăшнă. Женя малалла вĕренме ăнтăлнă. Шупашкарти коопераци техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Каярахпа вăл Мускаври потребитель кооперацийĕн институтне пĕтернĕ. Пултаруллă хĕре райпо председателĕ В.И.Баранов та асăрханă, товароведра ĕçлеме сĕннĕ. Килĕшнĕ хĕр. Суту-илỹ ĕçченĕсене кирлĕ таварсемпе вăхăтра тивĕçтерме тăрăшнă. Хастарскер, ĕç картлашкипе çỹлелле хăпарнă, ăна малта пыракансен меслечĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен инструктор пулма шаннă. Хĕр çакăнтах хăй юратăвне тупнă, Владимир Карпеев водительпе паллашнă. Ун чухне Александровка çамрăкĕ те райпора ĕçленĕ. Часах çамрăксем çемье чăмăртанă. Пултаруллă та хастарскер парти райкомĕн ертỹçисен куçĕ тĕлне те лекнĕ. КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ П.И.Мужиков ăна инструкторта ĕçлеме илнĕ. 1988 çулхи декабрь уйăхĕ хĕрарăмăн пурнăçне йăлтах улăштарнă. "Сăра завочĕн директорне Н.И.Абанина райпо правленийĕн коллективне ерт-се пыма шаннă. Сире вара эпир ун вырăнĕнче ĕçлеме сĕнесшĕн. Эсир пирĕн шанăçа тỹрре кăларасси пирки иккĕленместпĕр",- терĕç ăна район ертỹçисем. Унтанпа 16 çул иртрĕ. Палах, çак вăхăтра нумай шыв-шур юхнă. Лайăххи те, начарри те пулнă. Руководитель йывăрлăхсенчен хăраман, пуçне усман, пурне те вĕсене çĕнме хавхалантарнă. Уйрăмах рынок экономики пуçлансан чăрмавсем чылай пулнă. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕчленнĕ, ĕç вырăнĕсем сахалланнă. Евгения Анатольевна рабочисене май килнĕ таран сыхласа хăварма тăрăшнă, хуçалăхсемпе договорсем тунă. Çак тапхăрта "Труд" тата "Правда" ялхуçалăх кооперативĕсен председателĕсем В.П.Николаев, К.Н.Кокшин тăрăшнипе çак хуçалăхсен территорийĕсенче минераллă шыв ("Преображенская" тата "Директорская") тупнă. 1996 çулта производствăна модернизацилес ĕç пуçланать. Предприяти "Преображенская" минераллă шыв кăларма тытăнать. Çак ĕç валли кĕленчесем çитмеççĕ. Вара 1997 çулта кĕске вăхăтрах инвестици проекчĕпе бизнес-план тăваççĕ. Шел пулин те, пластик савăтсене газлă минераллă тата тутлă шыв, сăра тултармалли лини пулман. Çак ĕç валли укçа-тенкĕ те çук. Евгения Анатольевна кун пирки ун чухнехи район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.С.Мифтахутдиновпа калаçнă. Пуçлăх пулăшнипе комбината çăмăллатнă кредит панă, вара хĕрỹ ĕç пуçланнă. Часах çĕнĕ лини хута кайнă. 1998 çулхи апрель уйăхĕнче цех мĕнпур хăватпа, виçĕ сменăпа ĕçлеме пуçланă - кашни сменăра 400-500 упаковка минераллă тата тутлă шывсем, сăра туса кăларнă. "Директорская" минераллă шыва та пысăка хурса хаклаççĕ. 2001 çулта продукци калăпăшне ỹстерес тĕллевпе çĕнĕ лини хута янă. Çав çул кунта пластик савăтсене тултарса 2 миллион тенкĕлĕх продукци реализациленĕ. 2004 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче комбинат коллективĕ хăйĕн 30 çулхи юбилейне чаплăн паллă турĕ. Ку вăхăтра предприяти вуншар тĕрлĕ сăра, тутлă шывсем, "Преображенская", "Директорская", "Рождественская" минераллă шывсем, кондитер, кăлпасси, çăкăр изделийĕсем, пельмень тата ытти продукци туса кăларать. Комбинат кăларакан продукци калăпăшĕ 16,5 миллион тенке çитнĕ. Комбинат продукцийĕ - "Солнышко", "Понтовый" тутлă шывсем 2003 çулта "Чи лайăх продукци" ята тивĕçнĕ. "Директорская" минераллă шыва кĕмĕл медальпе тата II степеньлĕ дипломпа хакланă. "Деревенская" сăра республикăри Суту-илỹ тата промышленность палати ирттернĕ пĕлтĕрхи конкурсра диплома тивĕçнĕ. Ỹсĕмсем генеральнăй директор Е.А.Карпеева ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен, кунта вăй хуракансен тăрăшулăхĕнчен, яваплăхĕнчен питех те нумай килнĕ. Предприяти продукцине республикăра та, ытти çĕрте те пысăка хурса хаклаççĕ, хаваспах туянаççĕ. Коллективра туслă лару-тăру, пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланать. Евгения Анатольевна 2004 çулта "Хĕрарăм - çулталăк директорĕ" республикăри конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ку, паллах, руководительшĕн те, пĕрле ĕçлекенсемшĕн те, районшăн та питех те пысăк çитĕнỹ. Çак ятпа ăна вĕсемпе пĕрле пурăнакан 79 çулхи ашшĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ Анатолий Сергеевич (шел пулин те амăшĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ), мăшăрĕ, Шупашкарта казначействăра ĕçлекен ывăлĕ Сергей, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, район, хуçалăхсемпе предприятисен ертỹçисем ăшшăн саламларĕç. Е.А.Карпеевăна Раççейри çакнашкал тупăшура та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнма сунатпăр. Директор пỹлĕмĕ пĕрре те пушă тăмасть. Кунта предприятин яваплă ĕçченĕсем, рабочисем, тавар туянакансем тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Евгения Анатольевна кашнинех тимлĕн итлет, пурин ыйтăвне те вăхăтра татса пама тăрăшать. Никампа та сасă хăпартса калаçмасть. Çак хĕрарăмран ăшă, çутă тухса тăрать тейĕн. Ун патĕнчен пурте тенĕ пекех çĕкленỹллĕ кăмăлпа тухса каяççĕ. Тен, пỹлĕмри чĕрĕ чечексем, урайĕнчи ешĕл пальма та çапла тума сĕнеççĕ-ши?


"Каçал Ен"
01 января 2005
00:00
Поделиться