Тукай ялĕ симĕс тум тăхăнать
Тукай ялĕ ĕлĕкрех "Заря" колхозăн 2-мĕш бригади пулнă. Халĕ вăл- "Рассвет" кооператив. Ку ялта пĕр вăхăтра бригадирта Тимофей Павлов ĕçлерĕ. Бригадира пулăшаканĕ Николай Уткин пулнă. Вĕсем ертсе пынипе ял çыннисем йĕтем тавра йăмра хунавĕсем лартса тухнăччĕ. Вăй илсе паян вĕсем çак йĕтеме илем кỹреççĕ. Çав çулсенчех Тукай пĕтĕмĕшле тĕп шкулĕнче вĕренекенсем шкул пахчийĕн йĕри-таврашĕнче хурăн аллейи лартнăччĕ. Çак ĕçе биологи учителĕ София Трофимовна Казакова йĕркеленĕччĕ. Хурăнсем питĕ хитре ỹссе çитĕнчĕç. Кунта ял çыннисем кăмпа татма та çỹреççĕ. Çав хурăнсене лартакан ачасем тахçанах шкултан вĕренсе тухнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Яла хăнана килсен вара вĕсем çак хурăнлăха кĕрсе тухмасăр каялла каймаççĕ. Киленеççĕ унăн илемĕпе, савăнаççĕ çак хăтлăхпа. Хĕллехи кунсенче хурăнсене пас тытать. Вĕсем вара татах та илемлĕрех курăнаççĕ. Шкулта физкультура учителĕнче Александр Казаков вăй хурать. Вăл та ачасемпе çул хĕррипе çăка хунавĕсем лартассине йĕркелерĕ. Вĕсем те иртсе çỹрекенсене хăйсен илемĕпе тыткăна илеççĕ. "Рассвет" кооперативра ĕçлекенсем хуçалăх садне çĕнĕрен чĕртес тесе чылай тăрăшрĕç. Питомникран панулми йывăççисен çамрăк хунавĕсене илсе килсе лартрĕç. Çитес çулсенчех çĕнĕрен чĕртнĕ сад пахчи ял халăхне хăйĕн илемĕпе савăнтарĕ. 2005 çул садсемпе парксен çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса Тукай ялĕн çыннисем яла симĕс тум тăхăнтарас ĕçре малашне те пуçаруллă пулĕç.
"Каçал Ен"