6 ача çуралнă
Канмалли, уяв кунĕсенче те сывлăх сыхлавçисен пĕр канăç та çук. Акă, районти тĕп больницăн ача çуратмалли уйрăмĕнче ĕçлекенсем çулталăк пуçланнăранпа 6 ача йышăнчĕç. Пĕрремĕш пепке вара январĕн 2-мĕшĕнче çуралчĕ. Çĕнĕ Шупашкартан хăнана килнĕ Алина сывă та тĕреклĕ арçын ача çуратрĕ. Çав кунах Урмаелĕнчи Рахимзяновсен çемйине те аист вĕçсе килчĕ. Вĕсен те ывăл. Çапла пуçланчĕ Автан çулĕ. Вунă кунра 3 хĕрача, 3 арçын ача çут тĕнчене килчĕ.
"Каçал Ен"