Халăх сывлăхĕншĕн тăрăшатпăр
Иртнĕ çула ЧР Президенчĕ "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ" ят панă. Çак çул районта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме май паракан мероприятисем чылай иртнĕ. Районти тĕп больница ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе ĕçлесси. Çĕнĕ çул умĕн эпĕ больницăн тĕп врачĕпе М.И.Федоровăпа курса калаçрăм.
- Маргарита Ивановна, ялта пурăнакансен сывлăхне сыхлас, медицина пулăшăвĕн шайне çĕклес тĕлĕшпе çемье врачĕн офисĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕнле ĕçлесе пыраççĕ вĕсем?
- Чи малтан эпир Аслă Чурачăкра çак офиса уçнăччĕ. Ун хыççăн Аслă Çĕрпỹел, Шурут ялĕсенче те çемье врачĕн офисĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Кăçал, акă, районти тĕп больницăра тепĕр офис хута кайрĕ. Унта хăйсен ĕçне пĕлсе тăвакан, опытлă медицина ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Халăх вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Пирĕн пата вĕсем пирки сивлесе каланă хыпарсем килмен. Çитес çул Çĕнĕ Мăратра, Урмаелĕнче офиссем уçасшăн. Кунта, паллах, укçа-тенкĕпе çыхăннă кăткăс ыйтусем тухса тăма пултараççĕ. Малашне, пурăна-киле, Нĕркеç тата ытти ялсенче те офиссем пуласса шанас килет. Тепĕр чухне ялта ĕçлеме килĕшекен аслă пĕлỹллĕ врач çукки те чăрмав кỹрет. Вырăнтах тухтăр пулсан Комсомольскине çỹреме те кирлех пулмĕ.
- Кăçалхи çул- çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ. Çак енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ?
- Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси- пирĕн тĕп тĕллев. Çавăнпа та сывă пурнăçшăн тăрăшнине хамăрăн тĕслĕх пулса кăтартмалла. Район больницинче ĕçлекенсем спортпа туслă. Акă, кашни çулах йĕлтĕрпе ăмăрту ирттерсе хĕллехи сезона уçатпăр. Унта медицина ĕçченĕсен кунĕнче кăнтăр енчи тăватă район больницин командисем республика шайĕнчи ăмăртура тупăшаççĕ. Пирĕн район команди яланах малтисен йышĕнче пулать. Сывă пурнăç йĕркине рекламăлас енĕпе те ĕçлетпĕр. Пирĕн лекторсен ятарлă ушкăнĕ пур. Врачсем шкулсене тухса çỹреççĕ, вăл е ку чиртен асăрханас тĕлĕшпе район хаçатĕнче статьясем çыраççĕ, радиопа тухса калаçаççĕ. Йывăр тата ăнăçсăр çемьесене те куçран вĕçертместпĕр. Калаçусем ирттеретпĕр, пулăшма тăрăшатпăр. Санбюллетеньсен конкурсĕсене ирттересси те йăлана кĕнĕ. "Сывă пурнăç йĕркин чи лайăх пропагандисчĕ" конкурс та йĕркеленĕ. Кăçал сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсен ертỹçисенчен "Труд" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев, ял администрацийĕсен ертỹçисенчен Хырхĕрри ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев чи лайăххисем тесе палăртрăмăр. Асăннă мероприятисем кăçал çеç пулман, унччен те ирттернĕ, малашне те йĕркелетпĕр.
- Районти пур яла та тенĕ пекех çутçанталăк газĕ çитнĕ. Медицина учрежденийĕсем "сенкер" çулăмпа ăшăнаççĕ-и?
- Паллах, газпа ăшăтни лайăх. Анчах та пур медицина учрежденине те хальлĕхе газ ярайман-ха. Кунта пиртен килмен сăлтавсем те, укçа-тенкĕ ыйтăвĕсем те пур. Паянхи куна фельдшерпа акушер пункчĕсенчен 7-шне çутçанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Малашне вĕсен йышĕ татах та пысăкланĕ.
- Кĕçех Çĕнĕ çул. Автан çулĕнчен мĕн кĕтетĕр?
- Кашни çĕнĕ çулталăкра эпир мĕн те пулсан лайăх улшăну пуласса шанатпăр. Патшалăх медицина çине ытларах тимлĕх уйăртăрччĕ, йывăр чирлисем сахалланччăр. Инкек-синкек айккинче çỹретĕр. Район çыннисем сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, спортпа туслă пулсан чир-чĕр вĕсен çумне çыпçăнмĕ.