Вунă кунта 13 туй
Автан çулĕ туйсемпе пуян пуласса шантарать, мĕншĕн тесен январь уйăхĕн пуçламăш кунĕсенчех 13 туй кĕрлеме ĕлкĕрчĕ те. Мăшăрланакансенчен ытларахăшĕ _ мăсăльмансем. Православи тĕнне ĕненекенсен типĕ тин çеç пĕтрĕ-çке. 2004 çулта мĕнпурĕ 163 туй пулчĕ (2003 çулта _ 217). Пĕлтĕр 60 мăшăрăн çулĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса кайрĕç. Иртнĕ çул районта 242 пепке çут тĕнчене килчĕ. Çакă виçĕмçулхинчен 42 ача сахалрах. Çураласлăх кăтартăвĕсем чакса пыраççĕ пулсан, вилекенсен шучĕ çулсерен нумайланать. 2003 çулта 395 çынна юлашки çула ăсатнăччĕ пулсан, 2004 çулта _ 403 çынна. Кăçалхи çул юрату ытларах çамрăкăн чĕри патне çул хывасса, вĕсене Гименей тĕввисем пĕр мăшăра чăмăртасса шанас килет. Вара аистсем те тăтăшрах вĕçсе килме пуçлĕç.
"Каçал Ен"