Комсомольский муниципальный округ

Çул çине тухсан- асăрхан

Иртнĕ çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче çурçĕр иртсе 3 сехетре Çĕрпỹ-Ульяновск çул çинче паллă мар арçынна автомашина çапса хăварни çинчен пĕлтерчĕç. Ăна тĕрĕслени акă мĕн кăтартса пачĕ. Чулхула облаçĕнчи Бор районĕнчи "Сельхозхими" ООО-н водителĕ И.Ф.Мамчуровский çак каç "Интернешнл-970" автомашинăпа çĕрле 2 сехетсенче Комсомольски тĕлĕнчен иртсе кайнă. Кĕтне урлă каçакан кĕпер патне çитеспе хирĕç килекен "КамАЗ" автомашинăна ирттерсе янă хыççăн кĕтмен çĕртен çулпа пĕр арçын утса пынине асăрхать. Çул хĕррипе мар, çак арçын унăн çулĕпех, вăл каякан еннеллех утать. Водитель хăвăрт тормоз çине пусать, анчах çуран çынна каярах асăрханипе автомашинăна чарса ĕлкĕреймест, ун çине пырса кĕрет. Йывăр аманнă арçынна район больницин реанимаци уйрăмнех ăсатма тивет. Ку автоаварире çуран çын айăпĕ куç умĕнчех, ăна çул çинчи инкеке тишкерни те çирĕплетет. Юлашки вăхăтра çуран çỹрекенсем çул çинче аманнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. 2004 çулта кăна 9 çынна, 2 велосипедиста транспорт хатĕрĕ çапса хăварчĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен икĕ хута яхăн ỹсрĕ. Апла пулсан, çул çине тухсан çуран çỹрекенĕн тимлĕрех пулни кирлĕ. Çавăнпа асăрхаттаратпăр та. Тепĕр тесен, çул çине тухсан водитель çуран çỹрекенсене, çуран çỹрекен водителе хисеплени кирлĕ. Çавăн чухне вара инкекĕ те сахалрах пулĕ. 


"Каçал Ен"
15 января 2005
00:00
Поделиться