Комсомольский муниципальный округ

Çулталăк лайăх пулăмсемпе палăрчĕ

Районти шалти ĕçсен пайĕн службисем, сотрудникĕсем январĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, 2005 çулхи тĕллевĕсене палăртрĕç. Районти криминаллă лару-тăрăва тишкерсе тата ăна çăмăллатмалли утăмсене палăртса анлă канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.А.Михайлов доклад туса пачĕ. Профилактика ĕçне вăйлатни, кашни сотрудник хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлани районти криминаллă лару-тăрăва чылай енчен çăмăллатма пулăшнă. 2003 çулта уçса панă преступленисемпе 265 уголовлă ĕç пуçарнă пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту 18 процента яхăн чакнă е 47 преступлени сахалрах тунă, районта пурăнакан кашни 10 пин çын пуçне 80 преступлени тивет. 2003 çулхи кăтарту - 93 преступлени. Чи йывăр преступленисен шайĕ 20 процент чакнă. Хваттерсене çаратасси 56 процент сахалрах пулнă. Маларах судпа айăпланнисем пирки те уголовлă ĕçсем 40 процент сахалрах пуçарнă. Ушкăнпа, ỹсĕрпе тунă преступленисен шайĕ те пĕлтĕр палăрмаллах чакнă. Çул çитмен ачасем пирки виçĕмçул 23 уголовлă ĕç пуçарнă пулсан, пĕлтĕрхи кăтарту- 89 преступлени. Пĕтĕмлетсе каласан, кашни службăн ĕçĕнче аван улшăнусем палăраççĕ. Анчах та çитменлĕхсем те пур. Акă, пĕлтĕр выльăх вăррисене тупса палăртасси, 2003 çулхипе танлаштарсан, 31 процент чакнă. Пĕтĕмĕшле илсен, 38 преступление уçса парайман. Канашлура милицин кашни службин, уйрăм сотрудникĕсен ĕçне тĕплĕн тишкерчĕç, çитменлĕхĕсене уçса пачĕç, вĕсене пĕтермелли мерăсене палăртрĕç. Çакă тухса калаçнă криминаллă милици начальникĕн Е.И.Шингаловăн, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕн А.Н.Ларионовăн, кадрсен пайĕн сотрудникĕн С.Г.Ульдинан сăмахĕсенче уççăн палăрчĕ. Канашлу ĕçне район прокурорĕ В.А.Гришин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Г.М.Киргизов, республикăри шалти ĕçсен министрĕн кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ В.А.Трофимов полковник хутшăнчĕç. Вĕсем ШĔП ĕçĕнчи лайăх енсене палăртнисĕр пуçне милицин кулленхи пурнăçне çĕнетсе улăштармалли ĕçлĕ сĕнỹсем пачĕç. Канашлу ĕçне районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.А.Михайлов пĕтĕмлетрĕ. 


"Каçал Ен"
15 января 2005
00:00
Поделиться