ПЛОЩАДКĂРА- ВОЛЕЙБОЛИСТСЕМ
Волейбол площадкинчи çак тытăçусем вунпĕрмĕш çул ĕнтĕ "Раштав турнирĕ" ятпа иртеççĕ. Кăçал вăл Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕнче январĕн 6-мĕшĕнче иртрĕ. Спортсменсене (пурĕ 10 команда килнĕ) район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, "Чăвашрегионгазăн" генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, "Слава картофелю" агрофирмăн директорсен совечĕн председателĕ А.П.Капитонов саламларĕç, волейбол площадкинчи кĕрешỹсенче ăнăçу сунчĕç. Вăйăсем икĕ ушкăнра иртрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра "Чăвашрегионгаз" (Шупашкар), Канаш район администрацийĕн, Патăрьел районĕн, "Нĕркеç-1", Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн командисем тупăшрĕç. Иккĕмĕш ушкăнра район администрацийĕн, "Искра", колхозăн, Шурут вăтам шкулĕн, "Нĕркеç-2", "Труд" кооперативăн волейболисчĕсем площадкăна тухрĕç. Пĕрремĕш ушкăнри çивĕч вăйăсем "Чувашрегионгаз" команди чи вăйли пулнине, ăстарах вылянине кăтартса пачĕç. Иккĕмĕш вырăн _ "Нĕркеç-1" волейболисчĕсен. Канаш район администрацийĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш ушкăнри командăсем хушшинче вара Шурут вăтам шкулĕн спортсменĕсем турнирăн пĕрремĕш призне çĕнсе илчĕç. "Искра" колхоз команди иккĕмĕш, "Труд" кооператив волейболисчĕсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Судьясем чи лайăх вылякан волейболистсене те палăртрĕç. Вĕсем _ Юрий Яргунов ("Чувашрегионгаз"), Сергей Шуркин (Канаш). Ку волейболистсене К.С.Мифтахутдинов "Чувашрегионгаз" ятарласа хатĕрленĕ парнесене парса чысларĕ. "Раштав турнирĕ" кашни çулах çỹллĕ шайра иртнинче А.П.Капитоновăн тỹпи пысăк",_ терĕç ăмăртусене хутшăннисем, тав турĕç. .
"Каçал Ен"