ÇĂМĂЛЛĂХСЕМПЕ УСĂ КУРАÇÇĔ
Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн "Ветерансем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн эпир чылай ĕçлерĕмĕр. Малтанах Аслă Отечественнăй вăрçă ветера-нĕсемпе участникĕсен, Раççей çарĕн инваличĕсен, воин-интернационалистсен, Чечен вăр-çине хутшăннисен, тыл ĕçче-нĕсен, вилнĕ çар çыннисен çемйисен, Ленинград блокадинче пурăннисен, репрессиленисен амбулатори карттисене çĕнетрĕмĕр. Ку енĕпе фельдшерпа акушер пункчĕсен, çемье врачĕн офисĕсен медработникĕсем нумай тăрăшрĕç. Фельдшерсен кунĕнче тата поликлиникăри медработниксен конференцийĕнче çỹлерех кăтартнă çынсене диспансеризацилессипе ирттермелли меро-приятисем пирки калаçрăмăр. Кунта уйрăмах ĕç ветеранĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрăмăр. Фельдшерсемпе медработниксене çак çынсене медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне лайăхлатмалли пирки тăтăшах каларăмăр. Çăмăллăхпа усă куракансене тỹлевсĕр эмелсем илме рецептсем çырса парасси пирки врачсемпе тата вăтам медработниксемпе инструктаж ирттертĕмĕр. Çỹлерех асăннă çынсене пăхсах тăнă. Çак тĕллевпе кашни юнкун район больницинчен ялсене ятарлă бригада тухса каять. Унта терапевт, невропатолог тата ытти медработниксем те пулаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă инвали-чĕсемпе участникĕсене, тылра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене ялсенчи фельдшерсем пĕрле район больницине илсе килсе сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Терапевтсем вырăнпах выртакансем патĕнче çулталăкра 2 хут, фельдшерсем кашни уйăхрах пулаççĕ. Хальхи вăхăтра диспансер учетĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем, вăрçă участникĕсем, Афган вăрçин участникĕсем, Раççей çарĕн инваличĕсем, вилнĕ çар çыннисен çемйисен членĕсем, Чечен вăрçинче пулнисем, Ленинград блокадинче пурăннисем, концлагерьте пулнисем, ĕç ветеранĕсем, репрессиленисем тăраççĕ. Çапла вара 3010 çын социаллă пакет илĕ. Кăçал вĕсенчен 70-ĕшне сывлăхĕсене çирĕплетме санаторисемпе курортсене янă. 22 çын шăл протезĕсем тỹлевсĕр ларттарнă. Район больницинче тата çемье врачĕн офисĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем валли ятарлă палатăсем пур. Халĕ çăмăллăхсемпе усă куракансене эмел препара-чĕсем парасси татах лайăхланмалла. Ун чухне I_III ушкăнсенчи инвалидсем, инвалид-ачасем те тỹлевсĕр эмелсем илме пуçларĕç. Кунта çакна каламалла, вĕсем ятарлă списокра кăтартнă эмелсене кăна илме пултараççĕ. Врача рецепт çыртарнă чухне вĕсен хăйсемпе пĕрле паспорт, полис, çăмăллăхсемпе усă курмаллине çирĕплетекен документ пулмалла. Малашне çакнашкал рецептсене вырăнтах çырса параççĕ. Сăмахран, Шурут, Аслă Чурачăк, Аслă Çĕрпỹел çемье врачĕсен офисĕсенче, Çĕнĕ Мăрат участок больницинче тата районти тĕп больницăра. Халĕ çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр.
"Каçал Ен"