ХИСЕПЛĔ ЯТА ТИВĔÇНĔ
Çынна юн парасси _ питĕ сăваплă та пархатарлă ĕç. Пирĕн районта та хăйсен юнĕпе чирлисене çăлакансем чылайăн. Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç министерстви Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорне Анатолий Семенович Терентьева, Лидия Петровна Счетчиковăпа (Комсомольски) Сергей Васильевич Ежергин(Тури Тимĕрчкасси) пенсионерсене "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" ят парса чысланă. Сумлă ята тивĕçнипе сире ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх сунатпăр. .
"Каçал Ен"