ЧĂВАШ ЕН ЧЕЧЕКĔСЕМ
Иртнĕ шăматкун районти культура çуртĕнче ачасен художествăлла пултарулăх коллективĕсен "Чăваш ен чечекĕсем" V фестивалĕ пулса иртрĕ. Ăна совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалланă. Малтанах сцена çинче Асанкасси вăтам шкулĕнчи ачасен хорĕ "Что мы Родиной зовем", "Солнце скрылось за горою" юрăсене хăватлăн шăрантарчĕ. Марина Бахтерова солист уçă та янăравлă сассипе пурте пĕрле шăрантаракан юрра хăйнеевĕрлĕ илем кĕртрĕ. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем "Вечный огонь", "Россия" юрăсем юрларĕç. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн-че вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ "Ехал я из Берлина" юрра пысăк çĕкленỹпе юрларĕ. Çав вăхăтрах ыттисем илемлĕ ташларĕç. Вĕсем лаша çине утланса пыраççĕ тейĕн. Дубовкăсем "Синий платочек", йỹçшăхальсем "Салтак юрри" юрăсене лайăх юрларĕç. Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекенсем "В землянке" юрă юрларĕç, "Морячка" ташша илемлĕ ташларĕç. Урмаел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем сцена çине вокалпа хореографи композици-йĕпе тухрĕç, пурне те юрă-ташăпа савăнтарчĕç, умри тĕллеве пур енлĕн уçса пачĕç. Тукай тĕп шкулĕнче вĕренекен Таня Николаева "Вăрçă кирлĕ мар", Çĕнĕ Кипеçри Сергей Петров "Шел солдат", Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Саша Мамонтов "У кремлевской стены", Тăманлă Выçлири Оксана Самаркина "Весна 45-го года", Комсомольскинчи Наташа Михайлова "На солнечной поляночке" юрăсене чун-чĕрене хускатмалла юрларĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. Композицире сăвăсем те, юрăсем те, ташăсем те пулчĕç. Коля Евдокимов купăспа ăста каларĕ. Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи литературăпа драма кружокĕн членĕсем "Вăрçă ахрăмĕ" композици лартрĕç. Хĕрсемпе каччăсем савăнса пурăнмалла чухне хаяр вăрçă пуçланать. Вăл нумай çамрăкăн çутă ĕмĕтне татать. Вут-çулăм айĕнчи çапăçусем, тылри пурнăç, çĕнтерỹ, çухатусем... Çаксене пурне те вĕренекенсем туллин сăнласа пачĕç. Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем "Над рекой Днепром", "Юрлать шурă çỹçлĕ салтак", "Прощайте, голуби" юрăсене 3_4 сасăпа хитре юрларĕç. Аня Титова амăшĕн монологне ытла та витĕмлĕ вуларĕ. Çавăн пекех Хирти Явăш вăтам шкулĕнче вĕренекен Люба Васильева "Салтак амăшĕ", Хирти Мăнтăрти Алена Тимофеева хăй çырнă "Асатте çинчен", Хырай Ĕнелĕнчи Женя Смирнов "Варварство" сăвăсене лайăх вуларĕç. Районти искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмĕн воспитанникĕсем фестивале килнисене тĕрлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Çакăншăн, паллах, Татьяна Ивановăпа Лариса Григорьева преподавательсем сахал мар тăрăшнă. Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи ташăçăсем те Татьяна Васильева ертсе пынипе илемлĕ ташăсемпе сцена çине тухрĕç. Ачасен сцена çинчи пултарулăхĕ çулленех ỹссе пыни савăнтарать. Çакăншăн, паллах, художествăлла ертỹçĕсем Нина Чапрасова, Михаил Бархонов, Павел Иванов, Ярослав Ильин, Валентина Зайцева, Тит Титов, Минсулу Сулейманова питех те нумай тăрăшаççĕ. Жюри членĕсем чи пултаруллисене палăртрĕç. Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсен хорĕ, Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи литературăпа драма коллективĕ, районти искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнчи кĕçĕннисен ташă ушкăнĕ, Урмаел вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем, Çĕнĕ Мăратри солист-инструменталист Коля Евдокимов, Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнчи Наташа Михайлова солист чи пысăк хака тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем январь уйăхĕн вĕçĕнче зонăри фестивале хутшăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсем Дипломсемпе парнесем илме тивĕç пулчĕç. .
"Каçал Ен"