ИНФОРМАЦИЛЛĔ ПĔЛТЕРỸ
Январĕн 26-мĕшĕнче райадминистрацин залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркине пысăк пĕлтерĕшлĕ пилĕк ыйту кĕртнĕ. Пирвайхи ыйтупа район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн тĕп специалисчĕ П.Г.Лебедев сăмах илчĕ. Вăл бюджетран уйăракан укçапа 2004 çулта мĕнле усă курни пирки каласа пачĕ. Пĕлтĕр 442 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çакă палăртнин çурри кăна. "Çамрăк çемье" программăпа çурт çавăрма, хваттер туянма 10 çемьене 1 миллион та 937 пин тенкĕлĕх укçа парса пулăшнă. Ялсене газификацилессипе нумай ĕçленĕ. Кăçалхи çул тата 1524 çурта çутçанталăк газĕ кĕртмелли юлнă. 4 ялта çĕнĕ урамсене электрификацилес енĕпе ĕçсем тунă. Паллах, палăртса хунисем, пурнăçламалли тата та нумай. Анчах республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сахал уйăрнипе мĕн шухăшланине пурне те пурнăçа кĕртме май килмен. Çак сферăра бюджет укçипе эффективлă усă курас пирки депутатсен те ыйтусем пулчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Ершов вара пирĕн тăрăхра строительство ĕçĕсем тунă чухне пахалăха, тĕплĕхе, хăтлăха, тирпейлĕхе мала хуманни çинчен пăшăрханса калаçрĕ. Кăшт вăхăт иртсенех çуртсен çивиттийĕсем шыв антараççĕ, стенасем чăлăш-чалăш тата ытти те. "Çавна пулах 15_20 çул хушшинче пĕр объектах 2_3 хут юсама тивет. Газификаци ĕçĕсем хыççăн ял урамĕ-сенче путăк-шăтăксем юлаççĕ, пырса кĕме май çук. Малалла та каплах тăсăлсан юсав ĕçĕсем туса сахал мар укçа-тенкĕ çилпе вĕçсе кайĕ. Объектсене йышăнакан комиссисен подрядчиксенчен çирĕп ыйтмалла, алран кайтăр, план тултăр тенипе çеç май килмест. Производствăри культурăлăха аталантармалла", _ терĕ Алексей Никифорович. Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем. А.Капитоновпа В.Воробьев депутатсем те строительство ĕçĕсен пахалăхне ỹстермелли пирки палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков та çак ĕçсене тĕрĕслесех тăмаллипе, пысăк тимлĕх уйăрмаллипе килĕшрĕ. Иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш ыйтусемпе район администрацийĕн экономика тата рынок хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.Кокорева сăмах илчĕ. Вăл муниципаллă учрежденисен куçакан пурлăхне сутассин, Комсомольски районĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилессин йĕркисем çинчен ăнлантарса пачĕ, 2004 çулта приватизаци планне епле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Депутатсем çак йĕркесене çирĕплетсе хăварма йышăнчĕç. Е.Карпеев депутат район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ-сене республикăри влаç представителĕсем пĕрре те килменни пирки сăмах пуçарчĕ. "Эпир хамăр калаçни кунтах юлать, Шупашкартан килнисем те пире итлесен вĕсем пирĕн ыйтусене çỹлти шая çитерсе вĕсене татса парасса шанма пулать", _ терĕ. Çĕршывра вырăнти самоуправлени реформин хатĕрленỹ тапхăрĕ пырать. Октябрь уйăхĕнче пирĕн вырăнти депутатсене суйламалла пулать. Район администрацийĕн ĕçĕ-сене пурнăçлаканĕ Ю.Скворцов çĕнĕрен йĕркеленекен муниципаллă пĕрлĕхсенче миçе депутат пуласси пирки ăнлантарса пачĕ. .
"Каçал Ен"