ОЛИМПИАДĂРА ÇĔНТЕРЧĔÇ
Нумаях пулмасть вырăс литературипе тата географипе районти олимпиадăсем пулса иртрĕç. Вырăс литературипе 10-мĕш классем хушшинче Урмаел вăтам шкулĕнчи Гульнара Алеева чи пултарулли пулчĕ. Аслă Чурачăкри Люда Николаева, Хирти Мăнтăрти Катя Медведева, Урмаелĕнчи Айгуль Салахутдинова иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех лицей класĕнче вĕренекенсенчен Настя Сергеева, Юля Михайлова, Оксана Дмитриева палăрчĕç. Вунпĕрмĕшсенчен Хырай Ĕнелĕнчи Лева Кузьмина, Аслă Чурачăкри Оксана Поргуновăна, Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнчи Олеся Степановăна çитекенни пулмарĕ. Лицей класĕнче вĕренекен Ира Курицына, Маша Портнова, Катя Мясникова, Таня Громова пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Географи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра 10-мĕш классем хушшинче Аслă Чурачăкри Юрий Николаев пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Шурутри Женя Терентьев, Хырай Ĕнелĕнчи Володя Ефимов, Хирти Мăнтăрти Наташа Медведева ик-кĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Лицей класĕнчи Игорь Гурьянов, Наташа Воробьева, Ирек Ахметов чи маттуррисем пулчĕç. 9-мĕшсем хушшинче Хырай Ĕнелĕнчи Лена Кузьминана çитекенни пулмарĕ. Алексан-дровкăри Мальвина Шишкина, Кĕçĕн Каçалти Ира Смирнова, Комсомольски пĕрремĕш шкулĕнчи Василиса Сумзина, иккĕмĕш шкулĕнчи Эля Морозова, Анат Тимĕрчкассинчи Коля Куртаманов иккĕмĕш- виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. .
"Каçал Ен"