Комсомольский муниципальный округ

АПАТ ТУТЛĂХЛĂ ПУЛТĂР

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес тесен апат никĕсĕ çирĕп пулмалла, выльăхсене тĕрĕс, кирлĕ условисенче тытмалла. Çак икĕ фактор чи пахи. Апатра организма кирлĕ пур элементсем те пулмалла, выльăха ỹсĕмне, йывăрăшне, продуктивлăхне кура тăрантармалла. Хĕллехи вăхăтра вĕсемшĕн тĕп апат- силос, сенаж, утă, тымарçимĕç тата тырă фуражĕ. Фураж çитернĕ чухне сăвакан ĕнен 1 килограмĕ пуçне 250 грамм памалла. Енчен те ĕне талăкра 20 килограмран та ытларах сĕт антарсан 1 килограмм сĕт пуçне 350 грамм чухлĕ кирлĕ. Çак нормăран ирттернин усси сахал. Тырă фуражне комбикорм туса çитерсен унăн тухăçлăхĕ 30-40 процент чухлĕ ỹсет. Çавăнпа та тĕрлĕ культурăсенчен (пăрçа йышшисене те 10-30 процент чухлĕ хушмалла) апат хутăшĕ хатĕрлемелле. Белоклă, витаминлă, биологилле препаратсем, премикс хушса пани продуктивлăха ỹстерет. 1 тонна пахалăхлă комбикормпа усă курни тырăпа çеç тăрантарнинчен 30-40 килограмм аш-какай, 250-300 килограмм сĕт ытларах туса илме май панине шутласа пăхнă. "Рассвет", "Асаново", "Восток", "Луч", "Слава". "Искра" ялхуçалăх кооперативĕсем ĕнесене хĕвелçаврăнăш жмыхĕ параççĕ. "Рассвет" тата "Урожай" хуçалăхсем комбикорм хатĕрлекен "Доза-Агро" пĕчĕк завод туяннă. Вăл комбикормри хутăшсене кирлĕ чухлĕ пайласа авăртать. Малта пыракан хуçалăхсен опычĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. Чăваш ялхуçалăх академийĕн "Приволжское" вĕрентỹ комбинатĕнче 2003 çулта самăртма хупнă сыснасем талăкра 780-шар грамм ỹт хушса пынă. 1 тонна аш-какай тума 4,26 центнер апат единици чухлĕ апат тăкакланă. Çакăн пек пысăк кăтартăва вĕсем "Финишер" белоклă, витаминлă, минераллă хутăшпа усă курнипе тунă. Типĕлле çитерни витесенчи микроклимата лайăхлатма та май панă. "Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне аталантарасси çинчен" республикăри тĕллевлĕ программăра мăйракаллă шултра выльăх йышне 222 пин пуçа, вăл шутран ĕнесене 65,6 пин пуçа çитерме палăртнă. Сĕт туса илесси 238 пин тонна таран пулмалла. Çак кăтарту выльăх йышне пысăклатнипе те, продуктивлăха ỹстернипе те пулса пымалла. Кашни ĕне пуçне сăвăм 3100-3300 килограма çитмелле. Пурлăх никĕсĕ япăх, механизацилемен фермăсемлĕ, апата кĕске вăхăтра хатĕрлеймен хуçалăхсене Ялхуçалăх министерстви аш-какай ăратлă выльăхсемпе ĕçлеме сĕнет. Вăл ăратлă выльăхсемпе çулталăкра ĕнесенчен 1500 килограмм чухлĕ те сĕт суса илеймен хуçалăхсен тăрăшмалла. Аш-какай туса илнĕ чухне сĕт туса илнинчен ĕçсем сахалрах. Сĕт сăвас, пăрусене ĕçтерес, тислĕк кăларас, сĕте сивĕтес кăткăс ĕçсем тумалла мар. Çуллахи вăхăтра та, хĕлле те вăл ăратлă выльăхсене карта тытса çаврăннă лаптăкрах усрамалла. Вĕсем сивве те, ăшша та хăвăрт хăнăхаççĕ. Ку енĕпе Шăмăршă тата Çĕмĕрле районĕсенчи хăшпĕр хуçалăхсем ĕçлеме те пуçланă. Ешĕл апат çиекен мăйракаллă шултра выльăх талăксерен 1000-1100-шер грамм ỹт хушса пынине пĕлтереççĕ. 6-7 уйăхри вăкăр 220-250 килограмм таять. Апла пулсан, пирĕн районти хуçалăхсен те аш-какай ăратлă выльăхсемпе ĕçлеме вăхăт. Ку вăкăрсен йăхне пирĕн республикăри ăратлăх енĕпе ĕçлекен пĕрлешĕве çителĕклĕ таран илсе килнĕ. Фермăсен халиччен мĕнле ĕçленĕ, унпа лăпланса лармалла мар. Вĕренмелле, малта пыракан опытпа паллашмалла, ĕçре усă курмалла. Вара выльăхсен продуктивлăхне ỹстерме май пулĕ. Районти хăшпĕр хуçалăхсем çапла тăваççĕ те. Вĕсем яланах шыравра.


"Каçал Ен"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться