Çемье вучахĕн ăшшипе
Волковсем
Вĕсем иккĕшĕ те районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу паракан уйрăмĕнче ĕçлеççĕ. Надежда Алексеевна - I категориллĕ аслă фельдшер. Больницăра тата хăй пурăнакан Нĕркеçре обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕ. Районти фельдшерсен 2002 çулхи конкурсĕн çĕнтерỹçи. Медработник "Лучший фельдшер скорой медпомощи ЧР 2003 года" конкурса хутшăннă. Николай Васильевич- I категориллĕ фельдшер. Çав вăхăтрах вăл больницăри гражданла оборона штабĕн начальникĕ те. Районти футболистсен "Кубня" командин членĕ. Ялти, больницăри, районти, республикăри спорт мероприятийĕсене хутшăнать. "Чи лайăх спортсмен" Хисеп грамоти илме пултарнă. Волковсен ывăлĕ Слава Нĕркеç вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет. Вĕренỹ отличникĕ, спортсмен. Никита 7-мĕш класра вĕренет. Вăл та спортпа интересленет. 5 çултах шахматла выляса приз илнĕ. Волковсен ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Вĕсем шкулти художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕсем те. Ытти çемьесем те Волковсенчен пĕрре те кая мар. Халĕ вĕсемпе те паллашар-ха.
Волковсем
Елизавета Петровнăпа Алексей Федорович Волковсем Нĕркеçре çуралса ỹснĕ, пĕр урамра пурăннă. Елизавета Петровна Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара вăтам шкул пĕтерсен, Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран Нĕркеçри культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Кĕске вăхăтрах вăл художествăлла пултарулăх коллективĕ йĕркеленĕ. Ялти артистсем нĕркеçсене кăна мар, ытти ялсенче, çывăхри районсенче пурăнакансене те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Коллектив районти тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче яланах малти вырăнсене йышăннă. 1996 çултан пуçласа Елизавета Петровна ялти библиотекăра ĕçлеме тытăннă. Кунта та хĕрỹн тăрăшнă. "30-тан иртнисем валли" клуб йĕркеленĕ. Хăйĕн илемлĕ тĕррисемпе Республика кунне хутшăннă, ырă ята тивĕçнĕ. Вăл тĕрленĕ вырăс тата чăваш писателĕсен портречĕсем шкулти тата библиотекăри кабинетсене илем кỹреççĕ. Елизавета Петровна ĕçри ỹсĕмсемшĕн районти культура пайĕн тата Культура министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă. Алексей Федорович çартан таврăнсан ялти шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Сăмах май каласан, Волковсен династийĕнчи педагогсен стажĕ мĕнпурĕ 356 çул шутланать. Алексей Федорович- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Вăл ялта, "Гигант" колхозра физкультурăна, спорта аталантарас енĕпе нумай вăй хунă. А.Ф.Волков ертсе пынипе Нĕркеçри футболпа хоккей командисем темиçе хутчен те районта та, республикăра та чемпионсем пулнă. Хастар та пултаруллăскер шкулти, ялти, районти, республикăри культурăллă пурнăçа аталантарас тесе питех те нумай çине тăрать. Сăмахран, вăл хутшăнакан арçынсен "Убойная сила" ансамблĕ вĕрентỹ работникĕсен республикăри смотр-конкурсĕнче икĕ хут лауреат пулнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ халăхра. Елизавета Петровнăпа Алексей Федорович тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсен хĕрĕ Оксана ялти вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Вăл ачаранах тĕрлеме юратать. Шкулта вĕреннĕ чухне унăн ĕçĕсене темиçе хутчен те призсем парса хакланă. Хĕр спортпа та интересленет: çăмăл атлетика, йĕлтĕр, волейбол, баскетбол, теннис. Вăл И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ, математикăпа информатика учителĕ пулса тăнă. Халь çамрăк Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче ĕçлет. Волковсен ывăлĕ Федя та спортпа туслă, вăл Чăваш ялхуçалăх академийĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Даша Нĕркеç вăтам шкулĕнче 10-мĕш, Сергей 8-мĕш классенче вĕренеççĕ.
Плешковсем
Кил хуçи, Валентина Владимировна, Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнче 19 çул ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентет. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратса туса пырать. В.В.Плешкова- пĕрремĕш категориллĕ педагог. Мăшăрĕ- Василий Иванович- бригадир. Вăл ертсе пыракан пĕрремĕш бригада уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пырать. Çакăншăн кооператив правленийĕ В.И.Плешкова темиçе хутчен те тав тунă. Валентина Владимировна - "Хĕлхем" фольклор ансамблĕн активлă членĕ. Мăшăрĕ вара - çак ансамблĕн илемлĕх ертỹçи. Фольклор ансамблĕ районти художествăлла пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Плешковсен çемйинче икĕ ача çитĕнет. Ваня 7-мĕш, Катя 6-мĕш классенче вĕренеççĕ.
Карповсем
Ираида Ивановна Асанкассинчи "Лантăш" магазинта сутуçăра ĕçлет. Тавар туянакансемпе яланах ăшшăн калаçать. Хĕрарăм музыкăна юратать, ялти художествăлла пултарулăх кружокне çỹрет, вулама, тĕрлеме юратать. Николай Иванович Çĕрпỹре совхозтехникум пĕтернĕ. Кайран "Асаново" кооперативра механикра ĕçлеме тытăннă. Шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа тăрăшать. Ялти культурăллă мероприятисене те активлă хутшăнать. Вăл- кооперативри профком председателĕ. Карповсен хĕрĕ Диана 5-мĕш, ывăлĕ Дима 2-мĕш классенче вĕренеççĕ. Ку çемье ялта ирттерекен мĕнпур мероприятисенче хастар. Вĕсене тăтăшах культура çурчĕн сцени çинче курма пулать. Ашшĕ купăс калать, амăшĕ хорпа юрлать, хĕрĕ- шкулти "Солнышко" ансамбль членĕ. Пĕлтĕр Диана ачасен "Шăпчăк сасси" республикăри фестивалĕн дипломанчĕ пулнă. Карповсем ĕçе, искуссствăна юратаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. Çак ырă йăла ăруран-ăрăва куçса пырать.
Тихоновсем
Елена Ивановна йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех обществăлла ĕçсене, спорт мероприятийĕсене те хутшăннă. Халь вăл М.Минатуллин хуçалăхĕнче сĕт пухать. Юрий Савватиевич та йышлă çемьере çитĕннĕ. Вăл- Виçпỹртри культура çурчĕн директорĕ. Ю.С. Тихонов ертсе пыракан художествăлла пултарулăх коллективĕ тĕрлĕ смотрсемпе конкурссене хастар хутшăнать. Коллектив районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче пĕлтĕр Хисеп грамоти илме тивĕçлĕ пулнă. Çемье физкультурăпа, спортпа питĕ туслă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр вĕсен çемйи çăмăл атлетикăпа ирттернĕ районти ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тихоновсен хĕрĕсем Линда 4-мĕш, Олеся 2-мĕш классенче вĕренеççĕ. Ывăлĕ Кирилл çитес çул парта хушшине ларать. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем çемьери ыйтусене пĕрле сỹтсе яваççĕ, праçниксемпе çуралнă кунсене çемьепе паллă тăваççĕ.
Никифоровсем
Галина Федоровна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтне пĕтерсен Аслă Чурачăкри вăтам шкулта ĕçлеме пикеннĕ. Вăл кунта 23 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентет. Владимир Васильевич Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. Кайран тăван шкулта ачасене историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентме пуçланă. Унăн педагог стажĕ _ 21 çул. Вăл 1985 çулта шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, 1988 çулхи сентябрьтен пуçласа 2000 çулхи сентябрьччен директорта ĕçленĕ. Галина Федоровнăпа Владимир Васильевич ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн район тата республика пĕлтерĕшлĕ Хисеп грамотисем илме тивĕçлĕ пулнă. Владимир Васильевича ял çыннисем темиçе хут та депутата суйланă. Вĕсен ывăлĕсем Женьăпа Ярослав, хĕрĕ Маша шкулта вĕренеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ, ачисем юрра-ташша юратаççĕ, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ.
Петровсем
Ку мăшăр пĕр кунта- августăн 12-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсен амăшĕсем те пĕр кунта кун çути курнă - сентябрĕн 23-мĕшĕнче. Чăнах та, тĕлĕнмелле. Надежда Александровна Шупашкарта çуралса ỹснĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика институтĕнче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Александр Петровпа пĕрлешнĕ. Вара мăшăрĕпе пĕрле унăн тăван ялне Çĕнĕ Кипеçе пурăнма куçнă, шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. Куçăмсăр майпа институт пĕтернĕ. Вăл тăршшĕпе тенĕ пекех районти тата республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Надежда Александровна - "2002 çулхи учитель" районти конкурс çĕнтерỹçи. 2003 çулхи май уйăхĕнче вăл ывăлĕпе Сергейпа вĕрентỹ работникĕсен республикăри смотр-конкурсĕн финалне хутшăннă. Пĕлтĕр вĕрентекен вырăс чĕлхи учителĕсен районти фестивалĕнче "Самая интеллектуальная" тата "Самая артистичная" номинацисенче çĕнтернĕ, 2004 çулхи февраль уйăхĕнче ăна шкул коллективне ертсе пыма шаннă. Александр Петрович Чăваш педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Тăван шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Вăл- "Урок физики-2004" методика фестивалĕн лауреачĕ. Çав çулхи март уйăхĕнче физика учителĕсен методика идейисен республикăри фестивалĕн "Рыцарь без страха и упрека" номинацири дипломанчĕ. 2001 çулхи январьте - "Мастер класс-2001" номинацири дипломант. Çав çулах вăл районти учительсен конкурс-не хутшăнса виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Июнь уйăхĕнче ăна шкул директорне лартнă. 2004 çулхи февральте "Изамбаево" кооперативăн председателĕ пулма суйланă. Петровсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ, Сергейпа Алеша шкулта вĕренеççĕ.
Маковсем
Венера Витальевна Шупашкарти медицина училищине пĕтерсен, ĕçлеме те тăван енех килнĕ, Шурутри участок больницинче акушеркăра тăрăшнă. Пĕр вăхăт вăл Тутар Шурутри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Халĕ хĕрарăм районти васкавлă пулăшу уйрăмĕн Шурутри филиалĕн фельдшерĕ. Шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа тăрăшать. Вăл- Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ. Владимир Валентинович çартан таврăнсан "Урожай" колхозри строительсен бригадине ертсе пынă. Халĕ вăл- районти васкавлă пулăшу уйрăмĕн Шурутри филиалĕн водителĕ. Пĕрремĕш класлă водитель ĕçри ỹсĕмсемшĕн районти тĕп больница администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вăл- дружинник, Шурут вăтам шкулĕн попечитель совечĕн членĕ. 2003 çулта Маковсен çемйи район администрацийĕпе Павел Семеновăн социаллă программин центрĕ йĕркеленĕ çемьесен спортпа сывлăха çирĕплетекен уявне хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Маковсен икĕ ывăл çитĕнет, Максимпа Алеша шкулта вĕренеççĕ.
Шурбинсем
Надежда Сергеевнăна педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтерсен Тукай тĕп шкулне ĕçлеме янă. Пушă вăхăтра вăл ялти драма кружокне çỹренĕ. Пулас мăшăрĕпе те кунтах паллашнă, 1987 çулта пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ, Анатолий Николаевич, шкул пĕтерсен колхозра ĕçленĕ. Кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнче экономистра ĕçлет. Шурбинсен виçĕ ача. Кольăпа Ольăна питĕ лайăх вĕреннĕшĕн Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи лицей класне куçарнă. Сережа Тукайри шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Кольăпа Оля тĕрлĕ предметсемпе ирттернĕ районти олимпиадăсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ольăпа Сережа Пĕтĕм тĕнчери математика конкурсĕн "Кенгуру" вăййине хутшăннă, дипломсем илнĕ.
Боровковсем
Надежда Яковлевнăпа Юрий Витальевич иккĕшĕ те Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче ĕçлеççĕ. Пĕри ачасене вырăс чĕлхипе литература предметне юратма вĕрентет, тепри физкультура учителĕ. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн иккĕшĕ те районти вĕрентỹ управленийĕн Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă. Юрий Витальевич, чи пысăк категориллĕ учитель, "Çулталăк учителĕ" конкурс лауреачĕ. Вăл- районти футболистсемпе волейболистсен командисен членĕ. Çемье нумаях пулмасть "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" уява хутшăнчĕ, ырă ята тивĕçрĕ. Боровковсен ывăлĕ Артем та спортпа интересленет, районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнать. Даша- районти искусство шкулĕн выпускникĕ. Вăл - районти тата республикăри тĕрлĕ концертсен лауреачĕ. Хĕрача "Русский медвежонок - языкознание для всех" Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăннă.