ÇỸЛЛĔ ШАЙРА ИРТРĔ
Çак кунсенче библиотекарьсен районти семинарĕ пулса иртрĕ. Малтанах районти тĕслĕх библиотека директорĕ Т.Н.Муравьева 2004 çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕп методист М.В.Мокеева та ку ыйту çинчех чарăнса тăчĕ. Ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.М.Зайнуллина информаципе право енĕпе еплерех ĕçленипе паллаштарчĕ. А.А.Волкова библиограф тата Аслă Чурачăк тĕслĕх библиотекин директорĕ Е.А.Николаева "Информаци центрĕсем: хальхи тата малашнехи" ыйтупа калаçрĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. В.Г.Боровкова библиотекарьпе Йăлмахва библиотекин заведующийĕ З.Н.Григорьева çамрăксене çарпа патриотизмла тата интернационализмла воспитани парасси пирки каларĕç. Анат Тимĕрчкасси библиотекин заведующийĕ Л.В.Филиппова аслă ăрăвăн йăли-йĕркисене упрасси тата аталантарасси пирки сăмахларĕ. Эльпуç тата Тăманлă Выçли библиотекисен заведующийĕсем Р.Ф.Розовăпа В.Г.Портнова экологи информацийĕ, ял çыннисене ку енĕпе пĕлỹ парас ĕçри библиотекăн ролĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хырхĕрри тата Хирти Выçли билиотекисен заведующийĕсем В.А.Горбуновăпа Е.Ф.Павлова çамрăксемпе ĕçлесси, сывă пурнăç йĕркине сарасси пирки каларĕç. Районти тĕслĕх библиотека библиотекарĕ Р.А.Сереброва периодика изданийĕсемпе аудиовизуаллă материалсен ролĕпе паллаштарчĕ. Тĕп методист М.В.Мокеева районти библиотекăсен инновациллĕ ĕçĕ, вĕсен аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Семинар çỹллĕ шайра, ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.
"Каçал Ен"