Комсомольский муниципальный округ

Парнесемпе- музее

Анфиса Деомидовна Емельяновăна Хурнай ялĕнче пĕлмен çын та çук. Хăйсен ялĕнче çеç мар, районта та паллă çын вăл. Кашни çулах районти "Акатуйра" иртекен "Каçал ен эрешĕсем" выставкăна хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсемпе тухать. Мĕн кăна тĕрлемест пулĕ Анфиса аппа: сĕтел çивиттийĕ, турум, чỹрече каррисем, алшăлли, саппунĕ, тутăрĕ, кавирĕ... Пурте унăн аллинче чечек ăшне путаççĕ. Хăйĕн валли çеç мар, çынна вали мĕн чухлĕ тĕрлесе памасть пулĕ тата лара-тăра пĕлмен хĕрарăм. Тĕрĕ ăсти кăна мар Анфиса аппа, сцена çинчи юрă ăсти те. Чăваш хĕрăрăмĕн çи-пуçĕпе, хăй тĕрленĕ тутăрĕ-саппунĕпе тухать сцена çине. Пирĕн район музейне те час-часах килсе çỹрет Анфиса Деомидовна. Акă, çак кунсенче те музее кĕрсе тухрĕ Анфиса аппа, анчах пушă алăпа мар. Мĕн чухлĕ экспонат парнелерĕ вăл пире: хăй тĕртсе çĕленĕ чăваш хĕрарăмĕн кĕпине, тĕрленĕ саппун, тĕртнĕ пир тăрăхĕсем, арçын кĕпи, чăваш орнаменчĕсемпе çĕленĕ пиçиххисем, сурпан, тĕрленĕ алшăллисем, хăй тĕрленĕ кавир, хура пусма çине тĕрленĕ тĕрĕсем, 30-мĕш çулсенче çыхнă вăрăм чăлха. Анфиса аппа парнеленĕ япаласем пирĕншĕн пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тавтапуç сире. Ĕмĕрỹ вăрăм, сывлăху çирĕп пултăр, пире татах та савăнтарса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр сире, Анфиса Деомидовна.


"Каçал Ен"
09 февраля 2005
00:00
Поделиться