Пултаруллисене- стипендисем
"Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнчи Владимир Романович Афанасьев механизатор стипендие кăçалхипе иккĕмĕш хут илет. Вăл районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче çеç мар, республикăра та пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Çак хуçалăхранах 2005 çулта Людмила Алексеевна Казакова инженер, Тукай выльăх-чĕрлĕх фермин заведующийĕ Николай Михайлович Соловьев, Сергей Петрович Пыркин тракторист стипенди илсе тăрĕç. Вĕсем çак хисепе хастар ĕçпе çĕнсе илнĕ. Хырхĕрри ял библиотека заведующийĕ Вера Анатольевна Горбунова ялти, районти культура мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнать, обществăлла ĕçре те маттур. Ăна хавхалантарма Президент стипендийĕ парса тăрĕç. Асанкасси вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ирина Анатольевна Даниловапа Ольга Аркадьевна Денисова - ăста спортсменкăсем. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе район, республика шайĕн-чи тупăшусенче час-часах çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илеççĕ. "Дубрава" ялхуçалăх кооперативĕнчи Петр Валериевич Ефремов выльăх-чĕрлĕх пăхакан, "Луч" ялхуçалăх кооперативĕнчи Галина Яковлевна Иванова ĕçчен тата Валерий Митрофанович Краснов водитель те ялхуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн стипендие тивĕçнĕ. "Труд" хуçалăхри Валерий Анатольевич Скворцов механизаторта вăй хурать. Çамрăк çулталăк тăршшĕпех ĕçре. "Алга" ялхуçалăх кооперативĕн водителĕ Динар Рауелович Салахутдинов та пултаруллă. Владимир Павлович Зайцев- "Факел" ача-пăча обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ. Тĕрлĕ мероприятисенче хастар вăл. Тукай Мишерĕнчи Эльмира Джаудатовна Зинетуллина ĕçĕ те ачасемпе çыхăннă. Вăл- пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вожатăй. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче химипе информатика предметне вĕрентекен Петр Васильевич Родионов иртнĕ çул "Çулталăк учителĕ-2004" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Шкулта, районта иртекен мероприятисенче те хастар вăл. Сергей Емельянович Спиридонов- шахмат ăсти. Вăл районта та, республикăра та турнирсенче çĕнтерет, хăйĕн ăсталăхне туптаса пырать.
Ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Ильдус Минсеитович Шайдуллинсăр районта пĕр концерт та иртмест пулĕ. Вăл темиçе хутчен тĕрлĕ фестивальсен, конкурссен лауреачĕ пулнă. Халĕ хăйĕн ăсталăхне ачасене парать.
Инна Петровна Ядрова районти "Çĕр тата çынсем" музейра вăй хурать. Вăл тăрăшнипе кунта час-часах выс-тавкăсем иртеççĕ, мероприятисем йĕркелеççĕ. 18 çамрăк. Пурте пултаруллă, хастар, маттур. Малашне те вĕсем çĕнĕ çитĕнỹсем тăвасса шанас килет.