СУТУ-ИЛỸ ПУРНĂÇ ШАЙĔПЕ ÇЫХĂННĂ
Кашни çулах çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче райпо совечĕ пайщиксен уполномоченнăйĕсем умĕнче хăйĕн ĕçĕнчи иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе отчет туса парать. Кăçал çавăн пек отчетлă пуху февралĕн 4-мĕшĕнче иртрĕ. Совет председателĕ Е.И.Карпеев районти потребительствин обществин 2004 çулхи ĕçĕпе паллашатарса анлă доклад туса пачĕ. Начар мар ĕçленĕ иртнĕ çул суту-илỹ ĕçченĕсем, Раççей Федерацийĕнче пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш шайĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă Çăкăр завочĕ (директорĕ Ф. Абитов), хатĕрлев кантурĕ (М.Долгова) халăхран аш-какай пуçтарас енĕпе хамăр республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Потребительсен обществин ревизи комиссийĕн акчĕпе В.П.Тимофеева паллаштарчĕ. Райпон иртнĕ çулхи балан-сĕпе С.Ф.Кокорева тĕп бухгалтер тухса калаçрĕ. Вăлах фондсем çинчен калакан положенипе паллаштарчĕ. Е.А. Прохорова экономист райпон 2005 çулхи аталанăвĕн программине пĕлтерчĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 180,5 миллион тенкĕпе, вăл шутран обществăлла апатлану предприятийĕсен тавар-çаврăнăшĕ 17,5 миллион тенкĕпе танлашмалла. Райпо уставĕнчи улшăнусем пирки Т.А.Браницина юрист сăмах илчĕ. Пухăва Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Н.И.Сизененко та килнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паян çак вĕрентỹ заведени-йĕнче пирĕн районтан 42 студент пĕлỹ пухать. Часах техникум 75 çулхи юбилейне паллă тăвать, çав вăхăтра вăл 20 пин ытла специалист хатĕрленĕ. Кунтан бухгалтерсем, экономистсем, товароведсем, кондитерсем, поварсем тата вăтам сыпăкри ытти специалистсем вĕренсе тухаççĕ. Докладсене сỹтсе явма пайщиксен уполномоченнăйĕсем А.М. Галкин, Н.С.Федоров, Н.Е.Сергеев, Р.Ф.Розова, Е.П. Волкова, Ю.Г.Петров хутшăнчĕç, райпо ĕçне лайăх ĕçленĕ тесе хак пама сĕнỹ пачĕç. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Г.М.Киргизов, "Чăвашпотребсоюз" правленийĕн председателĕ Г.В.Григорьев хутшăнчĕç, хăйсен сăмахĕсенче райпо совечĕн ĕçне тивĕçлипе хакларĕç, ĕçлĕ сĕнỹсем пачĕç, районта пурăнакансен пурнăç шайĕ суту-илỹ мĕнлерех лару-тăрура пулнинчен нумай килнине палăртрĕç.
"Каçал Ен"