ЮБИЛЕЙСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ
Районти ялсенче чылай паллă çыравçă çуралса ỹснĕ. Хăшĕ-пĕри пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă, литературăн анлă "анинче" паянхи кун та вăй хуракансем чылайăн. Кăçалхи çул ентеш-çыравçăсенчен чылайăшĕн юбилей. Январь уйăхĕнче ача-пăча писателĕ, Хирти Явăшра çуралса ỹснĕ Николай Ытарай (Васильев) поэтăн 80 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ. Шел, çав уйăхрах унăн чĕри тапма чарăнчĕ. Н.Ытарай халăх сăмахлăхне пухас енĕпе ĕçленĕ, ача-пăча валли чылай произведени хайланă. Кĕçĕн çулхи ачасен аллинчен вăл çырнă "Ăспуххи" тата ытти кĕнекесем каймаççĕ. Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Патман №Кириллов№ ятне район çыннисем пĕлсех те каймаççĕ пулĕ. Вăл чăваш профессионалла писательсен организацине йĕркелекенсен йышĕнче пулнă. Н.Патман "Мĕншĕн(" тата ытти калавсем çырнă. Вăл çуралнăранпа майăн 20-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çакна ял, шкул шайĕнче çеç мар, район шайĕнче те уявласан лайăх. Н.Патман пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне хальлĕхе питĕ начар тĕпченĕ. Анчах та вăл чăваш литературине аталантарас ĕçре сулмаклă йĕр хăварнă. Йăлмахва ялĕнче çуралса ỹснĕ Гурий Чаржов кăçалхи июнĕн 25-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Вăл та илемлĕ, сăнарлă сăвăсем нумай çырнă, хăшĕ-пĕрисемпе юрă та хывнă. "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман пирки сăмах хускатсанах эпир Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ỹснĕ Куçма Турхан ятне асăнатпăр. "Йăмраллă ял" тата ытти произведенийĕсем те чăваш литературин ылтăн "çỹпçинче". Вăл çуралнăранпа октябрĕн 8-мĕшĕнче 90 çул çитет. Асăннă çыравçăсемпе пирĕн район çыннисем тивĕç-липе мухтанма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсен юбилейĕсем ячĕпе районта пысăк мероприятисем иртессе шанас килет. .
"Каçал Ен"