ПУЛĂШУ КИРЛĔ
Çак кунсенче районти тĕп больницăра пулма тỹр килчĕ. Ĕçĕ те чăркăшуллă: пĕр çамрăк хĕрарăмпа калаçса пăхса унăн ултă уйăхри пепкине вăхăтлăха та пулин ача çуртне леçме ỹкĕте кĕртесси. Ырă пурнăçран мар ку, паллах. Пĕчĕкçĕ тĕпренчĕке амăшĕнчен уйăрса ача çурт-не яма камăн алли çĕклентĕр. Çапах та чуна хытарсах çирĕп сăмахсемпе пуплеме шухăш тытса хунă эпир унпа. Сăлтавĕ те пĕчĕкех мар. Кăкăр сĕчĕ çуккипе ачана тăрантарма кашни эрнерех сĕт хутăшĕ парса тăраççĕ. Килсĕр-çурт-сăр, укçа-тенкĕсĕр амăшĕ çак апатпа хăй тăранса пурăнма пуçлать. Выçă ача вара чирлесех каять. Юрать-ха вăхăтра сисекенсем пулнă, больницăна леçме пултарнă. Кунта, паллах, хĕр-арăма та, ачине те сиплеççĕ, тăрантараççĕ... Палатăна кĕрсе тăтăмăр. Кравать çинче пĕчĕкçĕ ар-çын ача выртать, амăшĕ унăн айĕнчи йĕпеннĕ кипкине ылмаштарать. Пирĕн çине çамрăк хĕрарăм пĕр хăраса, пĕр тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Хăмăртарах тĕслĕ куçĕсенче кăштах именчĕклĕх-пе вăтанчăклăх паллисем те пур пек туйăнать. Ачи вара йăрă, уçă сассипе палатăна янратать кăна. Кипкисем кивĕ простыньсенчен вакласа тунăскерсем кăна. Юнашарти шкаф çинче тах-çан çĕнĕ пулнă кофта выртать. Ачана тăхăнтартма хĕллехи тумтир те çук иккен. Амăшĕ ăна хăйĕн пальтипе хупласа кăкăр çумне хурса ăшăтать. "Больницăран тухсан ăçта пурăнма шутлатăр-ха("_ ыйтатпăр унран. "Малтанах Комсомольскинчи пĕлĕшсем патĕнче, кайран _ пичче хăваласа кăларса ямĕ тесе шутлатăп",_ хуравлать хĕрарăм. "Укçа-тенкĕсĕр, апат-çимĕçсĕр, тумтирсĕр ачана усрама йывăр пулать вĕт-ха сана. Виçĕ çула çитиччен ача çуртĕнче усрама ыйтатăп тесе заявлени çыр та, хăвна та, ачуна та çăмăлрах пулать..."_ тимлесех ыйтатпăр унран. "Çук, хамах усратăп. Хамах ỹстеретĕп",_ татăклăн хуравлать çамрăк амăшĕ. Хăй ачине хăех пăхса ỹстерес текен хĕрарăмшăн савăнмалла кăна. Çутçанталăк çапла тума хушать. Çуратма шухăшласа хунă чухнех ху çине мĕнле пысăк яваплăх илнине каламасăрах ăнланатпăр. Чылай ашшĕ-амăшĕ çакăн пек тăвать, анчах... пурте мар. Тĕрлĕ çемьесенче пулма тỹр килет пирĕн. Уйрăмах ĕçкĕллĕрех, ачи-пăчине пă-хмасăрах, тăрантармасăр, воспитани памасăр пурăнакан çемьесенче. Мĕн курăнать-ха куçа малтанах çакăн пек кил-çуртсенче( Чухăнлăх та тирпейсĕрлĕх. Пур-çук укçине ĕçсе яракан ашшĕ-амăшĕн ачисем чылай чухне çурма выçă, тăхăнма тумтирĕ те çук. Шеллес килет вĕсене. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши вĕсем ыттисем умĕнче( Вĕсен те савăнас, илемлĕ тăхăнса, тăраниччен çисе пурăнас килет вĕт-ха... Статьяна вĕçленĕ май, эпĕ район çыннисенчен пулăшу ыйтасшăн. Чылай çемьере ача-пăча çитĕннĕ хыççăн юлнă тумтир, атă-пушмак упранать. Тирпейлĕ кил хуçисем вĕсене кăларса пăрахмаççĕ. Тепĕр чухне çавсем вырăн йышăнса, тусан пуçтарса кăна выртаççĕ. Мăнуксене кирлĕ пулать тесе шутлакансем те пур пулĕ. Шеллеместĕр пулсан, çак япаласене телейсĕр çакăн пек çемьесенчи ачасем валли илсе килме ыйтатпăр. Тин çуралнă ачасенчен пуçласа вунтăватă-вунпилĕк çулхисем валли те чухах пулĕç вĕсем, хăй вырăнне тупĕç. Ун пек сăваплă ĕç тăвакансем сахалах та мар пирĕн районта, тепĕр чухне çыххи-çыххипе илсе килсе параççĕ. Паянхи куна вара пĕр япала та юлман, пурне те салатса пĕтернĕ. Кăмăлăрсем пулсан, район администрацийĕн çуртĕнчи пĕрремĕш хутра вырнаçнă опекăпа попечительство кабинетне пыма пултаратăр. Яланах хапăл пулăпăр эпир сире.
"Каçал Ен"