Çак кунсем манăçмаççĕ
Нумай вăхăт иртнĕ пек те туйăнмасть, тин çеç афган кишлакĕсенчен, хулисенчен пирĕн çарсене ăсатрĕç, çĕршер çухрăм пăлхавлă çĕршывăн çулĕсемпе Аму- дарья хĕррине çитрĕмĕр, кĕпер урлă каçса Тăван çĕршыва кĕтĕмĕр. Пирĕн халăхăн историйĕнче Афган вăрçи юнлă йĕр хăварчĕ, çĕршыв хăйĕн 15 пин ывă-лĕпе хĕрне çухатрĕ. Эпир куç хупман тĕттĕм каçсене, Афганистанăн хăрушă çулĕсене, пульăсем шăхăрнине хамăр пĕлетпĕр, çынсенчен çеç илт-мен. Эпир вăрçăра вилнисене асра тытатпăр, юлташсене нихăçан та манмастпăр. Вăрçăра чи йывăрри тата хăрушши "груз-200" пулчĕ. Вăрçа кирек мĕнле хаклаççĕ пулсан та _ эпир присягăна пăсман, çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Салтаксем паттăрлăх кăтартнă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Пирĕн Раççей çарĕ хăйĕн пĕрлĕхĕпе ĕмĕрсенче палăрса тăрать. Халĕ пĕтĕм йывăрлăх хыçа тăрса юлчĕ теме ир-ха. Пирĕн, Афган вăрçин ветеранĕсен, ĕçлемелли, вăй хумалли нумай. Пĕр-пĕрне пулăшмалла, социаллă хỹтлĕх шырамалла. "Эпир сире унта яман",_ текенсем те пуррине манмастпăр-ха. Эпир присягăна пурнăçланă, салтак чысне яман. Пирĕн çарсем Афганистанран тухнă кун _ пирĕн уяв. Çак ятпа эпир пурне те саламлатпăр.
"Каçал Ен"