Комсомольский муниципальный округ

Пулăшатпăр, ĕçпе тивĕçтеретпĕр

Ĕç рынокĕнче татса паман ыйтусем пур-ха. Акă, 2004 çулта пирĕн пата ĕç шыракан 1188 çын килчĕ. Çакă виçĕмçулхинчен 19,9 процент (197 çын) нумайрах пулчĕ. Ĕçсĕррисем хушшинче 16_29 çулхи çамрăксем ытларах _ 870 çын е ĕçсĕррисен 73 проценчĕ. Вăл шутран çуллахи каникул вăхă-тĕнче ĕçлес текен 431 шкул ачи. Çулталăкра 740 çынна ĕçсĕрлĕх статусĕ пама тиврĕ. 2003 çулхинчен 150 çын ỹсрĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ (59 проценчĕ)( ĕçсĕр тăрса юлнă хĕрарăмсем _ 439 çын) 2004 çулта 867 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çапла вара кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн патăрта ĕç шыракан 264 çын шутра тăрать.


"Каçал Ен"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться