Тупăш пулсан ĕç укçи те ỹсĕ
"Труд" ялхуçалăх кооперативĕн отчетлă пухăвĕнче вырăнтан тăрса калаçакансем чылайăн пулчĕç. Иртнĕ çула пĕтĕмлетсе ирттерекен пухура çапла пулмалла та. Анчах та калаçакансем хуçалăх малашлăхĕ пирки питех сăмах хускатмарĕç, вăл е ку отрасльти кăтартусем пирки тишкерни те палăрмарĕ. Чăннипе правленин пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне хакламаллаччĕ, çитменлĕхсене пĕтермелли пирки канаш тытмаллаччĕ. Пухăва Чĕчкен ял администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Абульханов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Малтанах тĕп специалистсене сăмах пачĕ. Р.Низуков агроном уй-хир отраслĕ çинче чарăнса тăчĕ, иртнĕ çул çанталăк условийĕсене кура тырпул тухăçĕ пĕчĕк пулнă. Хуçалăх кашни гектар пуçне çак культурăна 18 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Çĕрулми тухăçĕ гектар пуçне 153 центнер пулнă. Кăçал качака курăкĕпе (козлятникпе) ĕçлеме пуçласшăн. Вăрлăхсене çĕнетес енĕпе те вăй хурасшăн. "Пахалăхлă, лайăх тухăç паракан вăрлăхсемсĕр, удобрени туянмасăр эпир малашне пурăнаймастпăр. Çакна тума укçа-тенкĕ кирлĕ пулать",- палăртрĕ Ремис Раувович. Укçа-тенкĕ хывни хăйĕн хакне малашне кăларасса шанать тĕп агроном. Е.Наумова тĕп зоотехник выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ỹсентăран отраслĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ. Тырă фуражĕ сахалрах пулни сысна ферминчи продуктивлăх çине витĕм кỹнĕ. Пĕлтĕр сĕт-çу фермин коллективĕ кашни ĕнерен 3809 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку виçĕмçулхинчен 10 процента яхăн сахалрах. Çапах та кооператив 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илессипе те, сĕтпе те район кăтартăвĕнчен лайăхрах ĕçленĕ. Елена Вениаминовна фермăна ĕçлеме килекенсем сахал пулнине палăртрĕ. Продукци пулсан ĕç укçи те аванах ĕçлесе илме май килмелле. - Машинăпа трактор паркĕнчи тăкаксен 45 проценчĕ - çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем,- пĕлтерчĕ М.Тимеруков тĕп инженер. Водительсемпе трактористсен, юсавçăсен ĕç дисциплинине ỹстермелле. Гусеницăллă тракторсем çине ĕçлеме килекенсем сахал. Çураки, кĕрхи çĕртме вăхăтĕнче вĕсем аванах ĕçлесе илме пултараççĕ. Иртнĕ çул ялхуçалăх кооперативĕ пурĕ 13 миллион та 255 пин ытла тенкĕлĕх продукци сутнă. Çĕрулми тата сĕт ытларах укçа-тенкĕ панă. Çавăнпа та Г.Галеева тĕп экономист çак отрасльсемпе ăнăçлăрах ĕçлеме сĕнчĕ. Хуçалăх пĕлтĕр 430 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Районта 2_3 миллион тенкĕлĕх услам тунă хуçалăхсем пуррине шута илсен "Труд" кооперативăн та ĕçе вăйлатмалла. Çакна тума пурлăх никĕсĕ те, ĕçченсен хастарлăхĕ те пур. Столовăй, лаша фермисем тăкакпа тухнă. Çакă пулăшу парассин тарифĕсен виçисем пĕчĕк пулнипе çыхăннă. Пухура юрăхсăра тухнă япаласене пăрахăçа кăларас ыйтупа тĕп бухгалтер М.Шикарев, ревизи комиссийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Р.Мирзетзянов тухса калаçрĕç. Хуçалăх ертỹçи В.Николаев хăйĕн сăмахĕнче кооператив ĕçне кашни çыннăнах хутшăнмаллине палăртрĕ. Мĕн май килнĕ таран ĕç укçине те ỹстерсе пынине пĕлтерчĕ. "Кăçал хуçалăхшăн çăмăлах килмĕ. Кредитсене тỹлемелле, пурлăх никĕсне çирĕплетмелле. Çапах та пĕрле ĕçлесен, пурте тăрăшсан йывăрлăхран тухма пулĕ",-палăртрĕ вăл. Ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов сăмах илсе "Труд" хуçалăх районта лайăх енчен çеç палăрса тăни пирки каларĕ. Çавăн пекех ку тăрăхра тирпей-илем кỹрес енĕпе те тăрăшнине палăртрĕ. Кăçалхи çул пысăк кăтартусем тума ăнăçу сунчĕ. Пухура тата чылай ыйту пăхса тухрĕç.