Хуçалăхĕ çирĕп, ĕçĕ курăмлă
"Урожай" колхозăн отчетлă пухăвĕнче малтанах тĕп специалистсем тухса калаçса кашни уйрăмăн çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсене палăртрĕç, кашниех хăй ертсе пыракан отрасль пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Юлашкинчен хуçалăхăн çулталăкри ĕçĕсене колхоз председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Н.Ершов пĕтĕмлетрĕ. Колхозăн тĕп агрономĕ В.Ф.Денисов отчета лайăх хатĕрленнĕ. Вăл пĕтĕм ĕçе цифрăсемпе çирĕплетрĕ, бригадăсен кăтартăвĕсене уйрăммăн каласа пачĕ, лайăх ĕçлекенсене асăнчĕ, малашнехи тĕллевсем палăртрĕ. "Бригадăсем иртнĕ çул пĕр пек условисенчех тĕрлĕрен ĕçленĕ. Акă, виççĕмĕш бригада кашни гектартан 22 центнер тĕштырă туса илме пултарнă пулсан, иккĕмĕш бригадăн тухăçĕ 14 центнер çеç пулнă. Уйрăмлăх чылаях пысăк. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш бригадăсем хуçалăха чылай каялла туртрĕç, пĕтĕмĕшле тырпул тухăçне чакарчĕç. Малашне çакна шута илмеллех",_ терĕ Василий Федорович. Иртнĕ çул хуçалăх çĕрулми туса илессипе япăх мар ĕçленĕ. Кашни гектартан 188 центнер пухса илнĕ. Çĕрулми йăранĕсем хушшинче шыв тăнă пулсан та çĕнĕ технологипе ĕçленипе тухăç япăх мар пулнă. "Иккĕмĕш çăкăр" тупăш панă. Çĕнĕ агрегатсем çеç çĕрулми тухăçне çăлса хăварни пирки каларĕç пухура. Апла пулсан, çĕнĕ технологие малашне те пурнăçа кĕртсе пымалла. Çакăншăн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ колхозра. Кăçал çĕнĕ комбайн туянма палăртнă, машина-трактор паркне çĕнетесшĕн. Н.Т.Голубев тĕп инженерăн тĕллевĕ те _ машина-трактор паркне çĕнетесси. Техника кивелет. Туянма питĕ хаклă. Запас пайсем илсех чылай укçа-тенкĕ тăкакланать. Акă, груз турттармалли 17 автомашинăран 13-шĕ юсавлă. 35 трактортан çуррине яхăн аран-аран çỹрет. Вĕсем валли запас пайсем нумай кирлĕ. Кивви киввиех ĕнтĕ. Ялан юсамалла, укçа-тенкĕ тăкакламалла. Çавăнпа та колхоз председателĕ çĕннине туянасшăн. Пĕр-икĕ комбайн туянсан вара пĕтĕм укçана хырса тухса каять. Мĕнпур вăйран киввипех ĕçлесшĕн тăрăшаççĕ вара. Тĕлĕнмелле пысăклатса ячĕç техника хакне. Электроэнерги хакĕ те кунсеренех ỹсет. _ Ĕлĕкхилле витесене кăмакасем лартма тивет пулмалла,_ тет Петр Иванович Краснов зоотехник. Кăçал хуçалăхра выльăх апачĕ нумай хатĕрленĕ, кашни ĕне выльăх пуçне 32 цент-нер. Кун пекки районти хуçалăхсенчен сахалăшĕ хатĕрленĕ. Кăçал улăм çинче пĕр тусан та çук. Кĕтĕве çĕнетнĕ хыççăн колхозра сĕт суса илесси лайăх пулса пырать. Халĕ кунта кашни ĕнерен 10,2 килограмм сĕт сăваççĕ, рай-онĕпе _ 9 килограмм. Сĕт хуçалăха пысăк тупăш парать. Анчах колхоз пуçлăхĕсене пăру илесси чакни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул 100 ĕне пуçне 45 пăру çеç илнĕ. Унччен 107_116 пăру илни те пулнă. 123 ĕнене лейкоз тесе çамрăккисемпе улăштарни те кунта витĕм кỹнĕ. Малашне пăру ытларах илес шанчăк пур. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, выльăх апачĕ нумай хатĕрлеççĕ, унăн пахалăхĕ лайăх, фермăсенче çамрăксем нума-йăн ĕçлеççĕ. "Урожайри" пек çамрăксем ĕçлекен фермăсем таврара та çук. Колхоз председателĕ ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене хăйĕн докладĕнче ăшшăн аса илчĕ, лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕ. Ĕç укçине те малашне ỹстерсе пыма шантараççĕ. Фермăсенче çамрăксем ĕçлени _ питĕ лайăх пулăм. Ĕçшĕн лайăх тỹлесен, хавхалантарса пырсан, çамрăксем фермăсенчен пăрахса каймĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ колхоз председателĕ пултаруллă механизаторсемпе выльăх пăхакансене пухура, халăх умĕн-че парнесем пачĕ. Тепĕр çул парне илекенсен шучĕ нумайланасса шанас килет. Колхозри ревкомисси председателĕ Н.М.Гаврилов тата ревкомисси членĕсем хуçалăх пурлăхне тĕплĕн шута илсе пыраççĕ. Колхозра 226 çын ĕçлет. Ку вăл пĕчĕк йыш мар. Анчах та йĕркене пăсакансем те тупăнаççĕ-ха. Ĕç вăхăтĕнче ỹсĕр çỹрекенсем те чылай. Çак пулăм хăшпĕр яваплă çынсем хушшинче те пур. Колхозниксенчен хăшпĕрисем ĕç минимумне те тултармаççĕ: хĕрỹ ĕç вăхăтĕнчех ĕçрен пăрăнаççĕ. Ялта платниксем нумайăн. Пĕр-пĕр строительство ĕçĕ тума пикенсен вара вĕсене шыраса тупма та çук. "Паян тесен паян строительство ĕçĕсене пикенмелли объектсем пур, платниксем ялта çук тейĕн, ĕçе тухмаççĕ",_ пăшăрханать председатель. Ку вăл ялти арçынсене чыс кỹмест ĕнтĕ. Ревизи комииссийĕ хуçалăхра мĕн чухлĕ тĕштырă, çунтармалли-сĕрмелли материал пуррине тĕрĕслесе тухнă. Бензин çитменнине те тупса палăртнă. Бензина, топливăна тирпейсĕр тытаççĕ. Вак-тĕвек япаласем те çитмеççĕ. Пурне те пуçлăхсем тĕрĕслесе тăраймаççĕ ĕнтĕ. Кунта кашни çыннăн яваплă пулмалла. "Урожай" колхоз юлашки çулсенче республикăра та лайăх енсемпе палăрчĕ, 100 предприяти хушшинче ла- йăххисен шутĕнче пулчĕ. Районта та малтисен ретĕнче. Апла пулсан çĕнсе илнĕ кăтартусенчен чакас марччĕ, ỹсĕмсем еннеллех утасчĕ.
"Каçал Ен"