Комсомольский муниципальный округ

Пушар сăлтавĕ- юсавсăр кăмака

"Çулла _ çуна, хĕлле урапа хатĕрле",_ тенĕ ваттисем. Анчах пурăнан пурнăçра çакна асра тытмаст-пăр. Хăшпĕрисем кăмакисене сивĕсем пуçланас умĕн е пуçлансан çеç юсаççĕ. Маларах хатĕрлеменнипе, çак ĕç васкаварлă пулать, çавăнпа тĕплĕ тăвăнмасть. Хутмалли сезон пуçлансан вара çавăнпах пушар тухать. Статистикăна ĕненес пулсан, республикăра кашни пиллĕкмĕш пушар çỹлерех асăннă сăлтавпа пулать. Вутра пурăнмалли çурт-йĕр, пурлăх, хуралтăсем кĕлленеççĕ, çынсем вилеççĕ. Кăмакасене тĕрĕс мар тунине пула нумаях пулмасть Эткер, Дубовка ялĕ-сенчи хуçалăхсенче пушарта хуралтăсем тĕп пулнă. Комсомольски, Аслă Çĕрпỹел ялĕсенче вара мунчасене пăхса тăманнипе пушар тухнипе кил хуçисем шар курнă. Енчен те кăмакасемпе тĕрĕс усă курнă пулсан, çак пушарсем тухмастчĕç. Строительство нормисемпе правилисем тăрăх, тĕтĕм тухакан трубасемпе çуртăн çунакан конструкцийĕсен хушшинче 38 сантиметр пулмалла. Кунсăр пуçне, тĕтĕм каякан çул çинчи трубасене, кăмакасемпе стенасене шуратмалла. Çакă юсавсăр, çурăк вырăнсене хăвăрт та çăмăл тупма май парать. Кăмака çуркаланса ан пĕттĕр тесен, ăна хăйне уйрăм никĕс çине лартмалла. Çавăн пекех кăмакасен алăкĕсем лайăх хупăнмалла тата кăмака çăварĕ умне 70х50 сантиметрлă шăвăç листи çапмалла. Вут чĕртнĕ чухне краççын, бензин е хăвăрт хыпса илекен ытти шĕвексемпе усă курма юрамасть. Кăмака çинче тата унпа юнашар вутă, тумтирсене, хăвăрт тивсе илекен япаласене типĕтме юрамасть. Асбестпа цементран, металран мăрьесем тума сĕнмеççĕ. Кун валли хĕртнĕ е огнеупорнăй текен кирпĕч çеç юрăхлă. Çỹлерех асăннă тата ытти правилăсене пурнăçласа пырсан сире пушар хăрушлăхĕ хăратаймĕ.


"Каçал Ен"
19 февраля 2005
00:00
Поделиться