Комсомольский муниципальный округ

Шанăçа çухатманнисене ỹкереймĕн

Пĕлтĕр "Рассвет" кооператив ĕçченĕсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 33,4 цент-нер апат единици чухлĕ продукци туса илсе куçса çỹрекен районти пысăк "Ылтăн пучах" приза çĕнсе илчĕç, 5 пин тенкĕ премие тивĕçрĕç. 100 гектар çĕр пуçне чи нумай аш-какай туса илнĕшĕн хуçалăха 3 пин тенкĕ преми парса чысланă. Кунта кашни гектартан 24,2-шер центнер тырă, 313-шер центнер çĕрулми пухса илнĕ. Çак хуçалăхăн юлашки çулсенчи кăтартăвĕсем районта кăна мар, республика шайĕнче те хăйсен сулмаклăхĕпе палăрса тăраççĕ. Тухăçлă çĕрулми çи-тĕнтернĕшĕн республика тукайсен ĕçне 50 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Кооперативăн иртнĕ çулхи ỹсĕмĕсене Тукай ялĕн ĕçче-нĕсем хăйсен февралĕн 11-мĕшĕнче пулса иртнĕ пухăвĕнче тишкерсе тухрĕç, çитмен-лĕхсене тупса палăртса вĕсене çитес вăхăтра пĕтермелли утăмсене кăтартса хăварчĕç, малашнехи тĕллевсене уçса пачĕç. Правленин отчетлă доклачĕпе унăн председателĕ М.Р.Афанасьев тухса калаçрĕ. Михаил Романович кашни производство участокĕн ĕçне пур енлĕн пĕтĕмлетрĕ. Сăнаса тăракан совет председателĕ В.Г.Маторин та хăйĕн докла-дĕнче чылай ыйту çĕклерĕ. Хуçалăхăн кăтартăвĕсем мĕнле-ха начар пулччăр, енчен те унта пултаруллă та хастар, пуçаруллă ĕçченсем тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ пулсан. Акă, Ольга Наумова доярка хăйне çирĕплетсе панă ĕнесенчен 6294-шар килограмм сĕт суса илсе районти 125 доярка хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн юлташĕн, Валентина Павлован ĕнисем вара 5937-шер килограмм сĕт антарнă, вăл виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Альбина Чернова дояркăн кăтартăвĕ пĕчĕк мар _ 5556 килограмм, пиллĕкмĕш вырăн. Елена Прокопьева свинарка çулталăкра 285 пуç сы-сна самăртнă, кашнийĕ талăксерен вăтамран 318-шар грамм ỹт хушса пынă. Унăн кăтартăвĕ районта иккĕмĕш вырăнта тăрать. Галина Павловăпа Надежда Прокопьева скотниксем те хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа районти ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак ĕçченсем 112 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртнă, вĕсем талăксерен 644-шар грамм ỹт хушса пынă. Д.Соловьев водитель КамАЗ автомашина çинче вăй хурать №сăнỹкерчĕк çинче куратăр№. Пĕлтĕр вăл 227305 тонна-километр ĕç туса районта иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыма ỹркенмеççĕ "Рассветра". Акă, пĕлтĕр çĕрулмине Хĕвеланăç Европăра усă куракан технологипе лартса хăварнă. Кунта çĕнĕ сажалкăпа ĕçленĕ. Вăл хăех çĕре удобрени те хывса пырать, çĕрулми вăрлăхне те имçамлать. Кун пек техника туянма хуçалăх 1,7 миллион тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ технологи çĕрулмин тухăçне кашни гектар пуçне 100 центнер ытла, тупăшне 1,8 миллион тенкĕ таран ỹстерме пулăшнă. Çĕрулми сутса тунă услам калăпăшĕ хуçалăх илнĕ пĕтĕм тупăш шайĕнче çуррине яхăн йышăнать. Çапла вара çĕнĕ техника туянма кайнă тăкаксене пĕр çултах саплаштарнă. Тырăсене те ятарлă сеялкăпа акса удобрение пĕрлех хывса пынă. Тукайсем пĕлтĕр уй-хире пурĕ 196 тонна №кашни гектар пуçне 259 килограмм, çĕрулми çине 637 килограмм№ минераллă удобрени хывса хăварнă. Кунта тислĕкпе ĕçлесси те аван пулса пырать. Иртнĕ çул хире фермăсенчен 2844 тонна тислĕк илсе тухнă. Хуçалăх çумкурăкпа, уй-хир культурисен чирĕсемпе, колорадо нăррипе кĕрешессинче те пуçаруллă ĕçлет. Тĕрлĕ им-çампа пĕлтĕр 642 гектар çинче усă курнă. Имçам сапакан агрегат цистернине 5_6 препарат таранах №çĕрулми çинче№ ярса ирĕлтернĕ тĕслĕхсем те пулнă. Тырăсен вăрлăхĕн пахалăхне лайăхлатса пырасси те "Рассветра" малти вырăнта. Кунта йĕтемренех пĕтĕм вăрлăха акма юрăхлă кондицие çитерсе кĕлете кĕртеççĕ. Пĕлтĕр, акă, кондициллĕ вăрлăхăн 97 процентне йĕтемрех 1_2-мĕш класлисен шутне лартнă. 2004 çулта "Рассвет" кооперативри выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем уйрăмах тăрăшуллă ĕçленине палăртрĕ Михаил Романович. Кунта пĕлтĕр кашни ĕнерен сĕт суса илесси 6000 килограмм патнех çывхарнă (5929-шар килограмм). Çакăн пек кăтарту республикипе те çичĕ хуçалăхăн кăна, вĕсем хушшинче тукайсем виççĕмĕш вырăнта. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 595 центнер сĕт, 116 центнер аш-какай туса илнĕ. Ку цифрăсем районта чи пысăккисем. Хуçалăх ĕне фермипе ĕçленипе кăна мар, халăхран та пĕлтĕр 2166 тонна сĕт пуçтарнă. Кооператив вара сĕт заводне 4096 тонна сĕт ăсатнă. Тукай халăхĕ сутнă сĕтĕн калăпăшĕ хуçалăх патшалăха панин çуррипе танлашать. Халăхпа ĕçлеме, ăна тĕрлĕ енлĕ пулăшма пĕлеççĕ çав "Рассветра". Еленăпа Анатолий Крыловсем çулталăка çитичченхи пăрусене пăхаççĕ. Хăйсен ĕçри кăтартăвĕсене çулран-çул лайăхлатса пыраççĕ. Акă, 2002 çулта кашни пăру талăксерен 739-шар, 2003 çулта 743-шер, 2004 çулта 757-шер грамм ỹт хушса пынă. Сысна çури илнĕ çĕрте Нина Матросова тăрăшать. Пĕлтĕр вăл пурĕ 274 çура, кашни амаран 19,5 çура илнĕ. Тукайсем машинăпа трактор паркне çулсерен çĕнетсе пырасси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул кăна хуçалăх 2,5 миллион тенкĕлĕх 10 тĕрлĕ çĕнĕ техника тата ытти оборудовани туяннă. Вĕсенчен пысăкраххисем çĕрулми лартакан сажалка, КПИР-3,6 культиватор, ЗПС-12 сеялка, сĕт турттаракан автомашина тата ытти те. Кунта ăста, пысăк опыт пухнă механизаторсем ĕçлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Михаил Романович: "Трактористсемпе эпир чăннипех мухтанма пултаратпăр",_ терĕ. Районта кăна мар, республикăра та ырă ят çĕнсе илнĕ вĕсем. Акă, пĕлтĕр кашни условнăй трактор вăтамран 1104 эталон-гектар чухлĕ ĕç тунă. Уйрăм трактористсемпе илсен ку кăтарту тата та пысăкрах. В.Афанасьевăн _ 1887, В.Портновăн _ 1320, В.Волковăн _ 1143 эталон-гектар. Вĕсем гусеницăллă тракторсемпе ĕç-леççĕ. Кустăрмаллă тракторсем çинче вăй хуракан Г.Васильев _ 1924, В.Тихонов _ 1304, С.Пыркин 1292 эталон-гектар чухлĕ ĕç тунă. Водительсем те тăрăшуллă, стажĕ пысăк. Д.Соловьев пирки (КамАЗ водителĕ) çỹлерех асăннăччĕ. Ытти автомашинăсем çинче вăй хуракан В.Наумов çулталăкра _ 39403, Г.Егоров 35381 тонна-километр чухлĕ груз туртттарнă. Çакă вара механизаторсен аллинче кооператив пуянлăхĕ пулнине лайăх ăнланнине çирĕплетет те. Техникăна типтерлĕ тытни, тухăçлă ĕçлеттерни кирлĕ. Машинăпа трактор паркне тытса тăма кăна пĕлтĕр "Рассветра" 1,6 миллион тенкĕ тăкакланă. Хуçалăхăн тĕп фончĕсем çĕнелсе, ỹссе пыраççĕ. Кăçал, акă, çĕнĕ ĕне вити тума, ăна васкавлăрах ĕçе кĕртме палăрт-нă. 2003 çулта фондсен хакĕ 6,8 миллион тенкĕпе танлашнă пулсан, 2004 çул вĕçне 9 миллион тенке çитнĕ. Çапла. Тукайсен ĕçĕ витĕмлĕ, курăмлă. Пĕлтĕр уй-хир культурисен рентабеллĕхĕ 69 процентпа, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн 30 процентпа танлашнă. Хуçалăхăн таса тупăшĕ 5 миллион тенкĕрен те иртнĕ, çулталăка 52 процентлă рентабеллĕхпе вĕçленĕ. Ĕç укçи тỹлеме 3,4 миллион тенкĕ укçа янă е кашни ĕçлекене уйăхсерен вăтамран 2410-шар тенкĕ тỹлесе пынă. Районта ку- виççĕмĕш кăтарту. Отчетлă пухăва хутшăннисем кооператив правленийĕн иртнĕ çулхи ĕçне "лайăх" хак пачĕç. Пуху ĕçне район администрацийĕн ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ Н.В.Прокопьев, агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев, "Луч" кооператив председателĕ А.П.Капитонов хутшăнчĕç. Хăйсен сăмахĕсенче кооператив пурнăçне тивĕçлипе хакласа ĕçлĕ сĕнỹсем пачĕç.


"Каçал Ен"
19 февраля 2005
00:00
Поделиться