Çĕнтерỹçĕсене чысларĕç
Кăçалхи ентешлĕх уявĕ хăнăхнă йĕркерен урăхларах иртрĕ. Ытти чухне сцена çинче пĕр-пĕр ял администрацийĕнчи ĕçченсене, паллă спортсменсене е наукăра, ытти сферăра ĕçлекенсене чысланă. Февралĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ ентешлĕхре вара чи хисеплĕ вырăнта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем пулчĕç. Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа иртрĕ уяв. Концерт программи чуна пырса тивекен курăнуран пуçланчĕ. Ял-йыш каччăсене, арçынсене вăрçă хирне ăсатать. Ашшĕ-амăшĕн пилĕ, салтак ачисен хурлăхлă юрри... _ ку вăл пирĕн истори. Уява хутшăнакан вăр-çă ветеранĕсене, куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ В.Н.Гордеев çывхарса килекен Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламларĕç, юбилей медалĕсем çакса ячĕç, парнесем пачĕç. Чăваш академи симфони капеллин солисчĕ Вячеслав Вахтеркин Р.Гамзатовăн сăввипе хайланă "Журавли" юрра чăвашла шăрантарчĕ. Чăвашла пуçласа янăрарĕ çак юрă, ăна Валери Туркай куçарнă. "Кĕтне" ентешлĕхе туса хунăранпа 6 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Унтанпа çак пĕрлĕхĕн "тилхепине" В.В.Туркай, Д.В.Гордеев, А.И.Лукиянов тытрĕç. Юлашки вăхăтра унăн председате-лĕнче В.Н.Гордеев тăрăшрĕ. Ентешлĕх уявĕнче çĕнĕ ертỹçĕ суйларĕç. Вăл _ Валери Туркай, чăваш халăх поэчĕ. Пухура унăн çумĕсем пулма В.Гордеева, А.Шагарова, В.Артемьева çирĕплетсе хăварчĕç. Яваплă секретарĕ П.Таллеровах пулĕ. Вăрçă ветеранĕсен сăмахĕсем те питĕ вырăнлă пулчĕç уявра. Александровкăри Н.Ф.Миронов, А.В.Ковшов №Кĕтне Пасар ялĕнче çуралса ỹснĕ, халь Шупашкарта пурăнать№, хăйсен асаилĕвĕсенче тепĕр хут вăрçă çулĕсемпе утса тухрĕç. Александр Васильевич Сталинграда хỹтĕленĕ. Çак паттăр хулара 200 кун та 200 çĕр сыхă тăнă вĕсен чаçĕ. Тăшмана хăваласа Берлин хулинех çитнĕ А.Ковшов. Кайран В.И. Чуйков маршалăн адьютанчĕ пулнă. Николай Федорович 17 çултах Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Çапăçу хирĕнчен аманса тăван ялне таврăннă вăл. Мирлĕ ĕçре тăрăшулăх кăтартса Социализмлă Ĕç Геройĕн ятне илме тивĕç пулнă. Программăна ертсе пыракан В.Туркай пирĕн районтан тухнă Совет Союзĕн Геройĕсем, Афган, Чечен вăрçисенче пуçне хунă çамрăксем çинчен кĕскен каласа пачĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Концерт программинче ытларах районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен номе-рĕсем пулчĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи "Кубняночка", "Осень", "Каçал" ансамбльсен, ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсен юрри-ташшине Шупашкарти ентешсем хапăлласа йышăнчĕç. И.Портновпа Е.Маштанова, Г.Перьевпа С.Просвирнов, Р.Краснова, В.Ванюркинпа В.Тарасов, Г.Шарипова, Р.Хисаев, О.Буслаева чуна пырса тивмелле юрларĕç. Комсомоль- ски районĕнче çуралса ỹснĕ, халь Шупашкарта пурăнакан, ĕçлекен пĕртăван Малинăсен, Светлана Печникован, Николай Прокопьевăн пултарулăхне те пысăк хак пачĕç куракансем, тăвăллăн алă çупрĕç. Ытти районсенчи ентеш-лĕхсемпе те туслă çыхăну тытать "Кĕтне". Кăçалхи уява та ытти ентешлĕхсен ертỹçисем хĕрỹллĕ саламсемпе килсе çитрĕç. Хамăр хушăра çеç мар, кỹршĕллĕ районсемпе çапла, туслă та килĕшỹллĕ пурăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Тăванлăх, пĕрлĕх уявĕ "День Победы" юрăпа вĕçленчĕ. .
"Каçал Ен"