Халăхпа тĕл пулчĕç
Февралĕн 22-мĕшĕнче районта министерство кунĕ иртнĕ. Республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Пысăк çитĕнỹ тума пысăк тĕллевсем кирлĕ" çырăвне сỹтсе явнă. Район халăхĕпе тĕл пулма ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ятарлă пайĕн начальникĕ В.М.Алентьев, ЧР промышленность министрĕн çумĕ Н.В.Димитриева, промышленность аталанăвĕн тата координаци пайĕн начальникĕ Е.В.Харитонова, ТЭК тата мониторинг пайĕн начальникĕ В.Г.Улитин килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков тата В.Г.Улитин Тукай Мишерĕнче уйрăм çын тунă выльăха пусса тирпейлекен цеха çитсе курчĕç. Кунта паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕç-терекен технологипе ĕçлеççĕ. Производство каяшсăр пулать. Конвейер çине кĕрсе кайнă выльăхран тĕрлĕ продуктсем хатĕрлеççĕ. Çывăх вăхăтра аш-какая вакуумлă техникăпа тирпейлесе пакетсем çине тултарассине ĕçе кĕртесшĕн. Çакă какая 4_5 талăк упрама май парĕ. Унччен "Тукай" ЯХПКăн пулнă фермăсене те сутăн илсе вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Малашне унта мăйракаллă шултра выльăхсене самăртма тытăнасшăн. Министерство кунне хутшăнакансем районти агрокабель цехĕнче пулса курса унти производствăпа паллашрĕç. В.М.Алентьев район администрацийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсемпе Президент Çырăвĕ пирки калаçу ирттерчĕ.
"Каçал Ен"