Культура ыйтăвĕпе
Район администрацийĕн культура пайĕ иртнĕ çул мĕнле ĕçлесе пыни пирки отчетлă пуху ирттерчĕ. Малтанах культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев анлă доклад туса пачĕ. Доклада сỹтсе явса Асанкасси, Аслă Çĕрпỹел, Анат Тимĕрчкасси культура çурчĕсен директорĕсем И.Портнов, Л.Чернов, Т.Морозова, районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.Зайнуллина, Аслă Чурачăкри моделлĕ библиотека заведующийĕ Е.Николаева, Йăлмахва, Эльпуç, Кивĕ Сĕнтĕр ял администрацийĕсенчи культура çурчĕсен ертỹçисем З.Григорьева, Е.Павлова, В.Ванюркин тухса калаçрĕç. Пуху пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче çырса пĕлтерĕпĕр.
"Каçал Ен"