Комсомольский муниципальный округ

Пособи, стипенди тỹлетпĕр

Ĕçсĕр çын мĕнле йывăрлăхра пулни пирки сăмахлани вырăнсăр, ăна пурте питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вĕсене пулăшмалла. Çавна шута илсе ĕнтĕ ĕçсĕрлĕх фондне туса хунă. Эпир çав фондран ĕçсĕр пурăнакансене уйăхсерен икĕ хутчен вĕсен счечĕсем çине пособи укçи куçарса паратпăр. Акă, 2004 çулта ĕçсĕрлĕх статусĕпе пурăнакан 889 çынна пĕр миллион тенкĕ ытларах пособи тỹленĕ. Е кашни çынна уйăхра вăтамран 662-шер тенкĕ. Ĕçсĕррисем хушшинче урăх специальность туянас текенсем те пур, эпир вĕсене вĕренме яратпăр, стипенди тỹлетпĕр. Пĕлтĕр, акă, 71 çынна 129,3 пин тенкĕ стипенди тỹлесе вĕрентнĕ..


"Каçал Ен"
26 февраля 2005
00:00
Поделиться