Волковсем- пĕрремĕш
Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Кỹкеçре ялти спортсменсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта пирĕн районти спортсменсем те хутшăннă. Николайпа Виталий Индюковсем, Н.Степанова шашистсем, Н.Арсентьев, А.Пундяков, С.Смирнова шахматистсем тупăшнă. Волковсем (район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕ)- Николай, Надежда, Вячеслав- çемье командисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Малтанхи тапхăрта ачан клюшкăпа мечĕке хăваласа пымалла, амăшĕн картлă кĕвентепе тулли 2 витре çакса 40 метр йăтса чупмалла, ашшĕн лаша кỹлсе çемьене çуна çине лартса стадионра пĕр çаврăм тумалла. Иккĕмĕш тапхăрта ашшĕ 3 километр, амăшĕ 2 километр, ачи 1 километр йĕлтĕрпе чупрĕç, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсем Курган хулинче мартăн 17-21-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри ялти спортсменсен хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма хатĕрленеççĕ. Республикăри ăмăртусене кайма Раççей аграри партийĕн районти уйрăмĕ пулăшу панă. Раççейри ăмăртусене хутшăнма укçа-тенкĕ сахалах кирлĕ пулмĕ. Çавăнпа та районти ыркăмăллă çынсем Волковсен çемйине пулăшу парасса шанас килет.
"Каçал Ен"