Çăмăллăхсем- социаллă пакет
2005 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа çĕршывра патшалăх çăмăллăхĕпе тивĕçтерес йĕрке пурнăçланма пуçларĕ. Унпа килĕшỹллĕн палăртнă категорири пенсионерсене социаллă пакет параççĕ. Унта тỹлевсĕр санатори путевкисем, хула çывăхĕнчи электричкăпа тỹлевсĕр çỹресси кĕрет. Çав шутрах врач çырнă рецептпа аптекăсем урлă тỹлевсĕр эмелсемпе тивĕçтересси те пур. Пирĕн аптекăра çак саккуна пурнăçлас енĕпе лару-тăру мĕнле-ши? Нумаях пулмасть çакăн пирки пирĕн корреспондент З.Н.Соловьева "Аптека-41" патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕпе Л.В.Васильевăпа тĕл пулса калаçрĕ.
- Людмила Викторовна, çĕнĕ çултан пуçласа районти 012 çын социаллă пакет илсе тăма пуçларĕ. Паллах, вĕсем Комсомольскинчи аптекăна пыраççĕ ĕнтĕ. Çавна май сирĕн те ĕçсем хушăнсах пыраççĕ пулĕ?
- Чăнах та, пирвайхи вăхăтра нумай çын тỹлевсĕр эмел илме килетчĕ. Пирĕн ĕçченсем вĕсен ыйтăвне май килнĕ таран тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла- çăмăллăхпа паракан медикаментсене республика тĕп хулинчен илсе килессине те, çынсене эмелсемпе тивĕçтерессине те, учетпа отчет ĕçĕсене йĕркеллĕ туса пырассине те. Ку тĕлĕшпе ятарлă журналсем уçрăмăр. Унта мĕнле эмелсем пуррине, çынсене мĕн чухлĕ панине, хамăр патăрта юлнине те кăтартатпăр. Тĕрлĕ документаци питех те нумай çырмалла. Апла пулин те, эпир мĕнпур ĕçе тивĕçлипе тата вăхăтра пурнăçласа пырас тесе çине тăратпăр, компьютерпа та усă куратпăр.
- Çăмăллăхпа паракан эмелсем те чылай вĕт-ха, икĕ пине яхăн ят. Пурне те пĕлмелле, çирĕп шута илмелле.
- Çапла, пĕр шутласан, пирĕн çине йывăрлăх самаях тиенчĕ. Апла пулин те, çăмăллăхсем çинчен калакан 122-мĕш федераллă саккуна пурнăçлас тесе хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Кашни кун мĕнле эмелсем пуррине çирĕп шута илетпĕр. Кун пирки район больницинчи врачсене çак списока çырса паратпăр. Вĕсем вара унпа килĕшỹллĕн пациентсене тĕрлĕ рецепт параççĕ. Ял çыннисем килĕсене пушă алăпа каймаççĕ, аптекăран çăмăллăхпа паракан эмелсене илеççĕ.
_ Пациентсене тỹлевсĕр эмелсемпе тивĕçтересси мĕнле пулса пырать? Вĕсем çителĕклĕ-и?
- Шел пулин те, чирлисен ыйтăвне пур чухне те тивĕçтерейместпĕр. Хальхи вăхăтра çăмăллăхçăсене ятарлă списокра кăтартнă мĕнпур эмеле пама пултараймастпăр. Сăлтавĕ- вĕсемпе республикăна кирлĕ таран тивĕçтерменнинче. Апла пулин те, питĕ йывăр чирлисене кирлĕ эмелсем тупса пама тăрăшатпăр. Çỹлерехри органсенче ĕçлекенсем пире ку ĕç март уйăхĕнче аванланасси пирки шантараççĕ. Лайăххине ĕненес килет. Хальлĕхе вара аптекăра астма чирне сиплекен препаратсем тата ытти хăшпĕр антибиотиксем сахалрах.
- Хăшпĕрисем тỹлевсĕр паракан эмелсене кашни уйăхрах илмелле, унсăрăн вĕсем çухалаççĕ, теççĕ. Çавăнпа больницăна васкаççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Пациентсене кирлĕ эмелсене яланах параççĕ. Çак тĕллевпе вĕсен малтанах район больницине, хăйсене сиплекен врач патне пымалла. Шурă халатлă работник вара чире кура ăна кирлĕ эмелсем çырса парать. Кайран çын аптекăна килсе эмелсем илет. Вăл е ку чиртен сипленме мĕн чухлĕ медикамент кирлĕ, çавăн чухлĕ параççĕ. Сăмахран, январь уйăхĕнче пиншер, икĕ пиншер тенкĕлĕх эмел илекенсем те пулчĕç. Эпĕ çăмăллăхсемпе усă куракансене çапла каласшăн: "Ку уйăхра эмел илмесен укçа ахалех çухалать, кайран памаççĕ",- тесе ан шутлăр, ан пăшăрханăр. Сире валли уйăрнă çăмăллăхпа эсир кирек хăçан та усă курма пултаратăр.