Комсомольский муниципальный округ

"Физика урокĕ" фестиваль

Ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç нĕркеçсем районти физика учителĕсене. Кунта çак предмета вĕрентекенсен "2005 çулхи физика урокĕ" методикăлла 11-мĕш фестиваль иртрĕ. Шкул алăкĕ уçăлсанах физика учителĕсем пуçаруллă, малашлăха туйса тăракан туслă коллектива çитнине туйса илчĕç. Чăн та ĕнтĕ, çак шкулта вăй хуракансем пултарулăхне кăтартма кăна мар, ачасемпе ĕçлеме те пĕлеççĕ. Кунта шкул ачисем туса хатĕрленĕ тĕрлĕрен япаласен выставки ĕçлет, пултаруллă та хастар ачасем вĕренни тỹрех курăнать. Хăнасем физика учителĕнче ĕçлекен Г.Г.Воронов ăсталăхĕпе те, вăл хатĕрленĕ методикăлла ĕçсемпе те, урокра усă курмалли шкул ачисемпе тунă приборсемпе те паллашма пултарчĕç. Фестивале уçса районти физика учителĕсен пĕрлешĕв-не ертсе пыракан Г.Н.Петров кĕске сăмах каларĕ. Ун хыççăн Г.Г.Воронов физик шкулпа паллаштарчĕ, хăнасене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ. Физика учителĕсем çак шкула илсе килнĕ методика ĕçĕсен, вĕренỹре усă курмалли таблицăсемпе приборсен, шкул ачисен реферачĕсен выставкине йĕркелерĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли те нумай пулчĕ кунта. Ачасем те ỹркенмеççĕ, физика учителĕсем ертсе пынипе тĕрлĕ приборсем тăваççĕ. Вĕсем шкул валли питех те кирлĕ. Эпĕ çакăн çине тимлĕх уйăрни учителĕн чи лайăх енĕ тесшĕн. Ачасем çырса хатĕрленĕ ĕçсене сăнасан, вĕсем проект меслечĕпе нумай ĕçлени курăнать. Ку меслет ачасене хăйсене шкулта вĕреннĕ чухне физикăпа тĕрлĕ эксперимент-сем тума хăнăхтарать. Вăл çеç те мар, хăйсен шухăшне опытсем тунă хыççăнхи пĕтĕмлетỹсене хут çине çырса класри ытти ачасене пани питĕ вырăнлă. Фестивальте малалла учительсем физика урокне мĕнле ирттерме пултарнине кăтартрĕç. Çăмăлах мар çак ĕç. Кунта учителĕн урокри материала ачасене ăнлантарма, ачасемпе мĕнле ĕçлеме, вĕсене урокри материалпа интереслентерсе яма пултарнине кăтартса памалла. Физика урокĕ тĕрлĕ экспериментсемсĕр чухăн, ун çине тимлĕх уйăрмаллах. Кăçалхи методика фестивалĕнче уроксем ирттерекен учительсем те яланхи пекех сахал пулмарĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн физика учителĕ И.И.Евграфова ертсе пынипе 8-мĕш класс ачисем "Плотность" темăна аса илчĕç. Çак темăна ачасем çиччĕмĕш класрах вĕреннĕ пулин те, çухалса каймарĕç, хăйсем мĕн вĕреннине аса илсе тĕрлĕрен опытсем турĕç. Учителĕн тавракурăмĕ те питĕ пуян, вăл урокра физика енĕпе кăна мар, апат-çимĕç хатĕрлес енĕпе те пултаруллине кăтартса пачĕ. Ачасем çак урокра пахчаçимĕçрен мĕнлерех апат хатĕрлемеллине те вĕренчĕç. Е.А.Еремеева Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ĕçлет. Урок вăхăтĕнче ачасемпе физика конкурсĕ ирттерчĕ. Вуннăмĕш классемшĕн урокра учительница панă задачăсемпе ыйтусем йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç пулин те, ачасем вĕсем çине тивĕçлĕ хурав тупма пултарчĕç. Пултаруллă учительница ачасене физикăпа техника вăрттăнлăхĕсемпе интереслентерсе ячĕ. Кунта урокра ларакансемшĕн те нумай çĕнĕлĕх пулчĕ. Пултаруллă учительница хăйĕн опытне фестивальсенче кăтартма ỹркенмест. Хырхĕрри вăтам шкулĕн учителĕ Г.Н.Петров 11-мĕш класс ачисемпе куçсен вăрт-тăнлăхĕ пирки тăракан темăна çĕклерĕ. Эпир куçсем пулăшнипе информацин 70 процентне илетпĕр. Урокра ачасем пĕрре те пушă лармарĕç, тĕрлĕрен эксперимент-сем турĕç. Çутă вăл _ электромагнитлă хум. Вĕсен хăш пайне пирĕн куçсем курма пултараççĕ-ха( Çакна ачасем хăйсемех опыт туса тĕрĕслеме пултарчĕç. Япалана куç патне илсе пырсан мĕн çывăхĕнчен лайăх, куçа ывăнтармасăр курăнать, ăна та тĕрĕслеме пултарчĕç. Кашни кунах тĕл пулакан япалана физика саккунĕсемпе пăхсан татах та ăнланмалларах иккен. Çак урокра биологире вĕренни те кирлĕ пулчĕ. Ара, вĕсем иккĕшĕ те çутçанталăк çинчен вĕрентекен наукăсем-çке. Тỹпери çăлтăрсене мĕншĕн çутатакан точка пек мар _ йĕплĕн-йĕплĕн куратпăр( Пирĕн куç мĕншĕн пĕчĕк япаласене кураймасть( Мĕншĕн пирĕнтен нумайăшĕ тĕрлĕ тĕслĕ тĕнче курать, анчах хăшпĕр çынсемшĕн вăл хурапа шурă çеç( Тĕрлĕ чĕрчунсен куçĕсем мĕнлерех-ши( Нумай-нумай ыйту çуратрĕ çак урок ачасемшĕн. Вĕсенчен ытларахăшне вĕренекенсем урокра учитель пулăшнипе уçса пама пултарчĕç. Хирти Явăш вăтам шку-лĕнче ĕçлекен В.Ф.Григорьев 9-мĕш класс ачисене электричество тĕнчине илсе кĕчĕ. Транзисторсем, релесем, хĕвел вăйĕпе усă курса электричество энергийĕ паракан батарея, автоматла приборсем мĕнле ĕçлени ачасемшĕн чăнах та çĕнĕлĕх пулчĕ. Темăна ăнлантарнă хыççăн учитель ачасене творчествăлла ĕç те сĕнчĕ. Ал айĕнче усăсăр выртакан япаласемпе усă курса савăта шыв уçласа тултаракан насуса чарса ларт-ма, кирлĕ вăхăтра хăйне хăех ĕçлеттерсе яма пултаракан прибор тума сĕнчĕ. Чăн та, проект меслечĕ пирĕн шкулсенче çĕнĕ-ха. Çак мелпе усă курса ĕçлекен учительсем ачасене пуçпа, творчествăлла ĕçлеме вĕрентеççĕ. Ачасемшĕн ĕçĕ йывăр пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ çак задание тума пултарчĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчен килнĕ А.Ф.Смирнова 11-мĕш класс ачисене астрономи вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра, темшĕн-çке, астрономи предметне вĕрентỹ программинчен кăларса пăрахрĕç. Çапах та шкулти физика учителĕсем ачасене тỹпери вăрт-тăнлăхсене уçса пама тăрăшаççĕ. Космосри вăрттăнлăхсем ачасемшĕн питех те интересли çак урокра уçăмлăн курăнчĕ. Учительница вăйă месле-чĕпе ĕçлеттерсе ачасене пĕрре те лăпкăн лартмарĕ. Ачасен интересĕ, ĕçлес кăмăлĕ пĕтĕм урок тăршшĕпех çỹллĕ шайра пулчĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче те Георгий Гурьевич физик тăрăшнипе астрономи предмечĕ манăçман. Тен, çавна пулах, урокри хăшпĕр ыйтусем ачасемшĕн йывăрах пулмарĕç. Юлашки физика фестивалĕсенчи пекех, кăçал та учительсем ирттерекен уроксене ачасем хăйсемех хак пама пултарчĕç. Классен руководителĕсем ертсе пынипе ачасем уроксене тĕрлĕ енлĕ пăхса тухрĕç. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе Е.А.Еремеева, А.Ф. Смирнова, Г.Н.Петров "Ачасен симпатийĕ" конкурс лау-реачĕсем пулса тăчĕç. Ачасем вĕсем ирттернĕ уроксене уйрăмах пысăк балсемпе хакларĕç. Ача куçĕ пурне те курать çав. Районти физика учителĕсем те "Çавра сĕтел" тавра ларса ирттернĕ кашни урока тĕрлĕ енлĕ хакларĕç, çуралнă шухăшсемпе паллаштарчĕç. Фестиваль пуриншĕн те питĕ усăллине палăртрĕç. Кашни уроках предметниксем тĕрлĕ енлĕ хакласа балсемпе виçрĕç. Нумай-нумай шухăш, татса памалли ыйту сахал мар пулчĕ фестивале килнисен. Жюри членĕсем "творчествăлла урок" номинацире нумай балл пуçтарса Г.Н.Петров _ пĕрремĕш, В.Ф.Григорьев _ иккĕмĕш, А.Ф.Смирнова виççĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртрĕç. Выставкăна илсе килнĕ материалсене хакласан Г.Г.Воронов, Г.Н.Петров, Н.И.Чумаков, И.И.Евграфова учительсем пуçаруллăраххи курăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсем парса чысларĕç. Физика учителĕсен районти фестивальне çỹллĕ шайра ирттерме условисем туса панăшăн Нĕркеç вăтам шкулĕн директорне В.А.Максимова, çак предмета вĕрентекен Г.Г.Воронова тулли кăмăлтан тав сăмахĕ калатпăр. Талантлă та ĕçчен коллектив ĕçлет Нĕркеç вăтам шкулĕнче. Анчах та... районти шкулсем модернизаци йĕркипе ĕçлессине пĕтерсен физика учителĕсем ĕçсĕр юласси пирки кам шутлать-ши( Пирĕн нумай çул ĕçлесе пуçтарнă ăсталăх кама кирлĕ пулĕ-ши( Физика урокĕсен районти фестивалĕн юхăмĕ пĕтсе лармĕ-и( Шанас килет, физика учителĕсен творчество хĕлхемĕ сỹнмĕ. Ку вăл учительсен чун-чĕре ыйтни. Районти ытти физика учителĕсен те шухăшĕ çавăн пек пулĕ. Районти физика урокĕсен 12-мĕш фестивальне Тукай Мишер вăтам шкулĕнче ирттерес терĕмĕр. Умра- республикăри 16-мĕш фестиваль, унта районта ирттернĕ фестиваль çĕнтерỹçисене кĕтеççĕ.


"Каçал Ен"
02 марта 2005
00:00
Поделиться