Малашне те савăнăç парнелĕç (районти культура ĕçченĕсен отчетлă пухăвĕ хыçç
Районти культура ĕçченĕсен отчетлă пухăвĕнче район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев анлă доклад туса пачĕ. Ăна итленĕ май районти клубсемпе культура çурчĕсем, библиотекăсем çулталăк тăрш-шĕпе мĕнле ĕçлесе пыни яр-уççăн курăнчĕ. Паянхи кун вĕсене çăмăл мар. Чылай клуб хутăнмасть. Апла пулин те, культура ĕçченĕсем алă усса лармаççĕ. Халăхăн пушă вăхăтне усăллă та савăнăçлă ирттерес тесе вăй хураççĕ. Пĕлтĕр районта культурăпа çыхăннă 6492 мероприяти ирттернĕ. Вĕсен шутне тематикăлла каçсем, концертсем, спектакльсем, кану каçĕсем, профессипе çыхăннă уявсем, ача-пăчапа ирттернĕ программăсем кĕреççĕ. Районта иртекен пĕр паллă кун та, уяв та культура ĕçченĕсем хутшăнмасăр пулмасть. Çавăн пекех вĕсем республика ша-йĕнчи фестивальсемпе конкурссенчен, паллă уявсенчен айккинче тăмаççĕ. Доклада сỹтсе явса ялсенчи культура çурчĕсен, библиотекăсен ертỹçисем те тухса калаçрĕç. Хăйсем патĕнче йĕркелекен мероприятисемпе паллаштарчĕç. Культура учрежденийĕсене кĕрхи-хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕрлес енĕпе майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 15-мĕшĕччен "Çулталăкри хуçа" конкурс йĕркеленĕ. Унта Аслă Чурачăкри обществăлла-культурăллă центр пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пухура вĕсене ятарлă парне парса чысларĕç. Район центрĕнчи культура çурчĕ хавхалантармалли парнене тивĕçрĕ. "Чайка" хуткупăс вĕсене мероприятисем ирттернĕ чухне аван пулĕ. Культура ĕçченĕсем чылай чухне халăха тỹлевсĕр пулăшу параççĕ. Ял çыннисем те çакна хăнăхнă. Пĕр-пĕр уяв тĕлне йĕркеленĕ тỹлевсĕр концертра хапăлласах вырăнти, кỹршĕ ялсенчен килнĕ артистсен пултарулăхĕпе паллашаççĕ. Анчах та сцена çине тухакансене вăл е ку юрра халăх патне çитерме музыка инструменчĕсем кирлĕ. Вĕсем, паллах, йỹнĕ мар. Дискотекăсенчи кĕвĕ-çемĕ те çамрăксен паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелле. Бюджетран паракан укçа-тенкĕ виçи питĕ пĕчĕк. Çавăнпа та пухура халăха тỹлевлĕ пулăшу парасси (концертсемшĕн укçа-тенкĕ йĕркелесси, тỹлевлĕ дискотекăсем тăвасси тата ытти те) пирки те анлă калаçу пулчĕ. Иртнĕ çул çак енĕпе ĕçе вăйлатмалли пирки вăл вăхăтра ЧР культура министрĕ пулнă О.Денисова районта иртнĕ республикăри культура ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕнче палăртнăччĕ. Малашне çак енĕпе ĕçсене вăйлатасси пирки калаçрĕç. Пухăва ял администраци-йĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕччĕ. Питĕ ĕç нумай-ши, е культура пурнăçĕ вĕсене интереслентерсех каймасть-ши? Кайнлăк ял администраци пуçлăхĕсĕр С.Н.Журавлевсăр пуçне ыттисем пухура курăнмарĕç. Шăпах вĕсен культура пурнăçĕ вырăнта мĕнле пыни пирки сăмах каламаллаччĕ, район администрацийĕнчи культура ĕçченĕсене ыйтусем памаллаччĕ. Ялсенчи культура çурчĕсенче, библиотекăсенче лару-тăру çав тери лайăх пырать-ши( Тепĕр чухне культура ĕçченĕсене сăмах нумай тивет. Клуб хутăнманшăн №сивĕ çĕре никамăн та пырса ларас килмест№, кивĕ аппаратурăшăн №çĕннине илме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ№, "ватăлса кайнă" юрă-кĕвĕшĕн №вĕсене "çамрăклатасси" те финанс ыйтăвĕпе çыхăннă№ клуб заведующийĕ, худрук çеç айăплă мар. Тỹлевлĕ пулăшушăн илнĕ укçа-тенкĕ тинĕсри тумлам пек анчах. Мĕншĕн тесен халăхран вĕсем пĕчĕк тарифсемпе çеç укçа илеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков та пухура сăмах илчĕ. Темĕнле йывăрлăхсем пур пулин те, районти культура ĕçченĕсем республика шайĕнче те палăрса тăнине палăртрĕ. Район администрацийĕ те культура ĕçченĕсен пурнăçне куçран вĕçертмест. Клубсемпе библиотекăсем вырнаçнă çуртсене газификацилес, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерес енĕпе тăрăшать. Районти культура çуртне юсанă хыççăн вăл палăрмаллах улшăнчĕ, Хырхĕрри культура çурчĕн çивиттине улăштарсан унти хăтлăх лайăхланчĕ. Çывăх вăхăтра çакăн пек ĕçе Аслă Чурачăкри обществăлла-культурăллă центрта туса ирттерессине вĕçлемелле. ЧР Президенчĕн ятарлă программи тăрăх моделлĕ библиотекăсен йышĕ те хушăнмалла. Пухура тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç. Малашнехи тĕллевсем те пысăк. Кăçал Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул тултарнă май мероприятисем республика, район, ялсен шайĕнче чылай иртмелле. Паллах, вĕсене йĕркеленĕ чухне культура ĕçченĕсем чи хастаррисем пулĕç. Кунсăр пуçне йăлана кĕнĕ фестивальсенчен, конкурссенчен культура ĕçченĕсем те, юрă-ташăпа туслисем те айккинче тăрса юлмĕç. Районти культура ĕçченĕсем малашне те халăха савăнăç парнелĕç. Çакăн пек шухăшпа тухрăм эпĕ пухуран.
"Каçал Ен"