Юман пек тĕреклĕ салтак
Чăвашсем мĕн авалтан юман йывăçсене хисепленĕ. Çак патвар та çирĕп йывăç пек тĕреклĕ пултăр тесе Хирти Мăратри Алексей Никифорова Юман хушма ят панă. Ял-йышсем ăна Юманкки тете тесе чĕнеççĕ. Çĕр-аннемĕр, çутçанталăк панă сывлăхпа, ашшĕ-амăш пилĕпе Аслă Отечественнăй вăр-çа пуçламăшĕнчен вĕçне çити утса тухнă фронтовик. Артиллерист Ленинград блокадинче пулнă, паттăр хулана тăшмансенчен тасатнă, Эстонири, Латвири, Польшăри хуласене ирĕке кăларма хутшăннă. Ветеран кăкăрне I степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕ, медальсем илемлетеççĕ. Çак кунсенче Алексей Никифоровичăн наградисем çумне Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ хутшăнчĕ. Медаль илнĕ тата 85 çулхи юбилей ячĕпе Алексей Никифоровича район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ И.Никитина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ З.Каринкина саламларĕç. Ялти культура ĕçченĕсем фронтовика çепĕç юрăсем парнелерĕç.
"Каçал Ен"