Асран кайми тĕлпулу
1975 çул. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 30 çул çитрĕ. Район центрĕнче çак куна чаплăн паллă турĕç, парад ирттерчĕç. Ун хыççăн та халăх час саланмарĕ-ха. Эпир редакци пỹлĕмне пухăнтăмăр. Икĕ-виçĕ ветеран та пирĕн патрахчĕ-ха. Алăк уçăлса кайрĕ те çỹллех мар, кĕрнеклĕ, 60 çулсенчи арçын кĕрсе тăчĕ. Кăкăрĕ çинче - Герой çăлтăрĕ. Пирĕн редактор Г.Уткин ăна алă пырса тытрĕ. - Сывлăх сунатпăр, Геннадий Габайдуллович, тăван ене çитсе курас терĕр апла,- сăмах пуçларĕ вăл. - Яла килнĕччĕ, автобусран юлтăм, редакцине кĕрсе тухас терĕм,- пулчĕ хурав. Ку Совет Союзĕн Геройĕ Геннадий Габайдуллович Габайдуллин пулчĕ иккен. Ăшă калаçу пуçланчĕ. Каç енне сулăниччен эпир унран темĕн те пĕр ыйтса пĕлме ĕлкĕртĕмĕр, ыйтусем патăмăр. Унтан пирĕн шофер Р.Игнатьев ăна Канаша чукун çул вокзалнех ăсатса ячĕ. Вăл ун чухне Горьки хулинче пурăнатчĕ. Хăйĕн ăшă кăмăлĕпе, мăн кăмăллă пулманнипе, калаçма юратнипе манăн аса кĕрсе юлчĕ вăл. Геннадий Габайдуллович Габайдуллин 1914 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта вĕсен çемйи колхоза кĕнĕ. 1933 çулта ашшĕ сасартăк вилсе кайнă. Геннадий 12 çултанах ялти ĕçе кỹлĕннĕ. 16 çула çитсен Чулхулана автозавода ĕçлеме кайнă. Унта моториста вĕреннĕ. Çамрăкранпах вăл Хĕрлĕ Çарпа интересленнĕ. 1936 çулта вара ăна мобилизаци йĕркипе Хĕрлĕ çар ретне илнĕ. Унăн Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăма тивнĕ. Курсант пулнă. Вĕренсе тухсан кĕçĕн командир званине илнĕ. 1934 çулта комсомола кĕнĕ. 1939 çулта Хĕрлĕ Çартан таврăннă та каллех автозаводра ĕçлеме пикеннĕ. 1941 çулта хăй ирĕ-кĕпе фронта тухса кайнă. Ăна разведка взвочĕн командирĕн помощникне лартнă. Хаяр çапăçусене хутшăннă. Пĕр çапăçура вĕсен чаçĕ Ржев районĕнчи Мончалово станцийĕ патĕнче унка лекнĕ. Салтаксен пĕр ушкăнĕ тăшман ункине татса тыла тухнă. Нимĕçсем вăй пуçтарса çак ушкăна тепĕр хут унка илнĕ. Разведчиксен тăшман вăйĕ çинчен пĕлмелле пулнă, ункăран тухмалла-çке. Ку ĕç 1942 çулхи февраль уйăхĕнче пулнă. Г.Габайдуллин ертсе пыракан разведчиксен ушкăнĕ вăрманта тăватă нимĕç салтакне тĕл пулнă. Пирĕннисем вĕсене тĕп тунă та докуменчĕсене пуçтарса илнĕ. Каялла каймалла. Пăшал пенине илтнĕ нимĕçсем разведчиксен ушкăнне çавăрса илнĕ. Вăйсем пĕр пек пулман. - Чĕрĕлле парăнмастпăр,- команда панă Г.Габайдуллин. Разведчиксенчен пиллĕкĕшĕ командăна илтмен ĕнтĕ. Акă, улттăмĕшне те тăшманăн пульли лекнĕ. Г.Габайдуллин хăй те хулпуççинчен аманнă. Фашистсем çывăхах çитнĕ. Разведчик вилнĕ пек пулса выртнă, нимĕç салтакĕсене çывăха ярса пулеметран çулма пуçланă. Пулăшма çитнĕ совет салтакĕсем вăл тăнсăр выртнине курнă. Унăн ỹтне 18 пуля лекнĕ, янах шăмми саланнă. Йĕри-тавра тăшман виллисем выртнă. Геннадий Габайдуллин çак çапăçура пулеметран 39 нимĕçе пĕтернĕ. Вĕсем хушшинче обер-лейтенант та пулнă. Разведчиксем унăн планшетĕнче питĕ кирлĕ документсем, карта тупнă. Г.Габайдуллин икĕ çула яхăн госпитальсенче сывалнă, строя тепĕр хут тăнă. Ленинград облаçне, Финляндие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Германие çитнĕ. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе 1942 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче фашистсене хирĕç пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Геннадий Габайдуллович Габайдуллина Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Кайран тата вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илме тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Г.Габайдуллин Горьки хулинчи автозаводра ĕçленĕ. Çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçре çав тери пысăк вăй хунă. Мăшăрĕпе икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Виçĕ ачи те çемьеллĕ. Халĕ Геннадий Габайдуллович пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Йывăр суранĕсене пула иртерех çĕре кĕчĕ. Эпир, сыввисем, ăна нихăçан та манмастпăр. Унăн тăван шăллĕ те Комсомоль-скинчех пурăнать. Вăл пиччĕшĕн докуменчĕсене, асаилĕвĕсене упраса хăварнă, тĕрлĕ хаçатра çырнă статьясем те пур. Эпĕ те Геройпа тĕл пулнине нихăçан та манас çук. Унăн çутă сăнарĕ куç умĕнчех.
"Каçал Ен"