Чĕрĕк ĕмĕр халăха савăнтарать
Мартăн 2-мĕшĕнче Шупашкарти чăваш патшалăх филармони залĕнче Н.Прокопьевăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Сцена çине тухнăранпа 25 çул çитнине юрăçпа пĕрле паллă тума чылай çын пуçтарăнчĕ, Комсомольски районĕнчен кайнисем уйрăмах йышлăччĕ. Ара, ентешĕмĕр-çке вăл пирĕн, ĕçне сцена искусствипе çыхăнтарса йăнăш туман Николай Владимирович. Ăна куракансем юратаççĕ. Патшалăх вара "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ" ят парса палăртнă. Николай Прокопьев - чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ, ансамбльте тенор партине ертсе пырать. Унăн илемлĕ те уçă сасси хамăр çĕршывра çеç мар, Анăçри Европăри çĕршывсенче те янăранă, ансамбль йышĕнче гастрольсемпе ăçта кăна çитмен-ши вăл? Эстрада юррисене те кăмăла килмелле шăрантарать. Сăпайлă та пултаруллă юрăçа пĕрле ĕçлекенсем, Л.Семенова, Е.Османова, В.Дмитриев, В.Яковлев, С.Печникова, Р.Грачева юрă-ташăпа саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç. Тăванĕсем, куракансем вара хăйсен юратăвне чĕрĕ чечексем парнелесе палăртрĕç.
"Каçал Ен"