Комсомольский муниципальный округ

Тайма пуç ветеран

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Хирти Мăрат каччи Алексей Никифоров Ленинград хулинчен инçех мар Медведевка таврашĕнче службăра тăнă. 1941 çулхи çу уйăхĕн шăрăх кунĕсенчен пĕри вăл- июнĕн 22-мĕшĕ. Салтаксем ирхи апат хыççăн пĕр-пĕринпе шỹтлесе калаçаççĕ, киле таврăнсан мĕн тăвас тесе ĕмĕтленекен те чылай. Вĕсен канăвне тревога сигналĕ татать. Пурте гарнизонăн площадьне пухăнаççĕ. Полк командирĕ салтаксене фашистла Германи пирĕн çĕршыва ирхине 4 сехетре сĕмсĕррĕн тапăнни çинчен пĕлтерет. Çапла вара Алексей Никифоров алла пăшал тытса вăрçă çулĕпе утать. Вăл тĕрлĕ халăх ывăлĕсемпе пĕрле çапăçнă, кунран-кун çирĕпленсе пыракан туслăх та çĕнтерỹ тума пулăшнă. Йĕри-тавра çĕр çуннă, чул шартлатса çурăлнă. Мĕнле тỹснĕ-ши салтаксем( Вăрçă пушарĕ кунĕн-çĕрĕн алхаснă, унăн хура тĕтĕмĕ кăнтăрла сарă хĕвеле хупланă, хăрушă çути çĕрле çĕр çухрăмран курăннă. Мĕн чухлĕ тискерлĕх, çухату, инкек тỹсмен-ши салтаксем? 900 кун пынă Ленинград блокадинче пулса хулана хỹтĕлеме тивнĕ паттăр салтакăн, Алексей Никифоровăн. "Снарядсене питĕ тирпейлĕ тытма хушатчĕç,"- аса илет ветеран. Ăна тылран пирĕн пата илсе пыма питĕ йывăрччĕ. Ладога кỹллине "Пурнăç çулĕ" тетчĕç. Унпа пирĕн пата хĕçпăшалпа апат-çимĕç, медикаментсемпе снарядсем турттаратчĕç, аманнисемпе ача-пăчасене, хĕрарăмсене вăрçă хирĕнчен пуçтаратчĕç. Совет çыннисем мĕнле тỹснĕ-ши çак йывăрлăха, халь те ăнланма йывăр çавна,- тесе куççульне шăлать ватă салтак. Çакăнтах Алексей Никифоров пĕрремĕш хут суранланать. Икĕ уйăх ытла госпитальте выртнă хыççăн каллех фронта тухса каять. Кунта вăл гварди 599-мĕш артиллери полкне лекет. Эстонири, Латвири, Польшăри хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Вăрçă тăватă çул кĕрленĕ, юн юхнă. Ытла та хака ларчĕ Çĕнтерỹ. Çак куна Алексей Никифоров Германири Лейпциг хулинче кĕтсе илет. Унта тата çулталăк хушши службăра тăма тивет унăн. Вутра туптаннă салтак 1946 çулхи июнь уйăхĕн-че тăван яла таврăнать. Çуралнă кĕтес ăна ăшшăн кĕтсе илет. Алексей Никифоров пĕр кун та ахаль лармасть, ялти ĕçченсем ăна "Нива" колхоза ертсе пыма шанаççĕ. Вăл тỹрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса тỹрех ĕçе кỹленет. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр, пултаруллă председатель хуçалăха тăхăр çул ертсе пырать. "Нива" "Дружба" колхозпа пĕрлешсен Алексей Никифоровича колхоз председателĕн заместителĕ пулма шанаççĕ. Каярахпа Эльпуç ял Совечĕн председателĕнче, пиллĕкмĕш бригада бригадирĕнче вăй хурать. Пур çĕрте те тăрăшулăх кăтартнă вăл. Çемьеллĕ пулнă. Мăшăрĕпе ултă ача пăхса ỹстернĕ, вĕрентсе çын тунă. Халĕ килĕнче кĕçĕн ывăлĕпе, пăрчăкан пек кинĕпе тата Илемпи мăнукĕпе пурăнать. Ветерана кашни шăматкун ачисемпе мăнукĕсем пĕрле пухăнса савăнтараççĕ, тутлă кучченеçсемпе сăйлаççĕ. Çак кунсенче Алексей Никифорович 85 çул тултарчĕ. Паллă кунпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, ял-йыш, Эльпуç ял администрацийĕ ырлăх-сывлăх, шанчăкпа иксĕлми телей сунчĕç. Культура çуртĕнче ĕçлекен Н.Павловăпа М.Гаврилова хитре юрăпа савăнтарчĕç. Кун-çулăрта яланах тăванăрсен, тус-юлташсен, çывăх çыннăрсен ырă кăмăлне, пулăшăвне туйса тăмалла пултăр сирĕн, Алексей Никифорович. Сывлăх пултăр сан, ветеран, Çăлнă эсĕ çĕршыва çулăмран. Чĕререн, чун-вартан тав тăватпăр, Сана чыс туса пуç таятпăр. А.Н.Никифоров Аслă Отечественнăй вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн I степеньлĕ Отчественнăй вăр-çă орденне, чылай медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл ачисемпе мăнукĕсене, тăванĕсене, çамрăксене вут-çулăмлă çулсем, салтаксен паттăрлăхĕ çинчен каласа парать. "Çĕр çинчен ĕмĕрлĕхех вăрçă çухалтăрччĕ",- тет.


"Каçал Ен"
05 марта 2005
00:00
Поделиться