Вĕсем ырă ята тивĕç
Районти хĕрарăмсенчен ытларах пайĕ ялхуçалăхĕнче вăй хурать. Ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче тăрăшакансен ĕçĕ çăмăл мар. Уйрăмах фермăра вăй хуракансен канăçсăр. Ирсерен фермăна васкаççĕ вĕсем. Уяв кунĕ-и, шăматкун-вырсарни-кун-и - вĕсен чĕлхесĕр янаварсем патне çитмелле. Районта пултаруллă, нумай çул вăй хурса ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнчи О.В.Наумова доярка палăрчĕ. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 6294-шар килограмм сĕт суса илнĕ. "Асаново" хуçалăхри Л.И.Чижикова кăтартăвĕ те 6 пин чиккинчен каçнă. "Слава" ялхуçалăх кооперативĕнчи Н.Ю.Мавринапа Ф.А.Павлова сысна пăхакансем те çулсеренех лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыраççĕ. Е.Е.Прокопьева сысна самăртаканăн ("Рассвет") кăтартăвĕсем те лайăх. Ĕçре малта пынăшăн "Рассвет" хуçалăхри Е.Н.Крылова пăру пăхакан пĕрре мар хуçалăх правленийĕнчен, район администрацийĕнчен хаклă парнесем, Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă. Выльăх-чĕрлĕх самăртнă çĕрте В.Н.Рыжова ("Искра") чылайранпа тăрăшать. Пĕлтĕр вăл 46 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртнă, вĕсем талăкра 749-шар грамм ỹт хушса пынă. Ĕçчен те пултаруллă çынсен ячĕсене татах та асăнма пулать. Вĕсене пурне те уяв ячĕпе саламлас килет.
"Каçал Ен"