Ăсатрăмăр хĕле, çитрĕ çуркунне
Вырăс хĕлне ăсатса янине çулленех районта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, мартăн 8-мĕшĕнче паллă тăваканччĕ. Кăçал вара вăл иртерех, мартăн 6-мĕшĕнче, Çăварни кунĕнче килчĕ. Çанталăкĕ, чăнах та, чăн-чăн çуркуннехи пек пулчĕ. Ирхине кăштах сивĕрехчĕ, кайрантарах вара ăшăтрĕ, кăштах тумла та тумлакаларĕ. Хĕл çуркуннепе йĕрсе сывпуллашнă пекех пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, унăн пĕрремĕш заместителĕ, ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов пурне те çăварни, хĕрсемпе хĕрарăмсене мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре ỹсĕмсем, пурнăçра телейпе юрату сунчĕç. Уяв программине Валентина Боровковăпа Надежда Козлова культработниксем саламлă сăмахсемпе уçрĕç: "Килĕр, килĕр, савнă хăнасем, Аякри те çывăхри туссем. Уява уяв пекех тăвар, Ун илемĕ - çăкăрпа тăвар",- тесе хапăл туса кĕтсе илчĕç вĕсем праçнике килнисене. Концерт программине те хăйсемех лайăх йĕркелесе ертсе пычĕç. Сцена çине Александровка культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ тухрĕ. Артистсем куракансене уçă та янăравлă сассисемпе савăнтарчĕç. Комсомольски, Аслă Çĕрпỹел, Урмаел, Кайнлăк, Тукай, Шурут, Эльпуç, Анат Тимĕрчкасси ял администрацийĕсен коллективĕсем пурне те савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Кивĕсĕнтĕрсем, хырхĕррисем, тутаршурутсем, çĕнĕкипеçсем, аслăчурачăксем, кировсем, асанкассисем те пурне те ырă кăмăл парнелерĕç. Ялти артистсем чăвашла, тутарла, вырăсла юрланă юрăсем таврара чылайччен янăрарĕç. Уйрăмах Аслă Чурачăкри Алинăпа Аня тата вĕсен амăшĕпе ашшĕ - Еленăпа Сергей Просвирновсем, Шурутри Алена Макова, Урмаелĕнчи Ильдус Шайдуллин солистсем шăрантарнă юрăсем кашнин чун-чĕрине хускатрĕç. Райпо системинчи сутуçăсем, уйрăм предпринимательсем пурне те тĕрлĕ апат-çимĕç тата промышленность таварĕсем сĕнчĕç. Тĕп сцена çинче концерт вĕçленсен культработниксем пуçарнипе çуркуннене ăсатма килнĕ чи хăюллă та маттур çынсем вутă татассипе ăмăртрĕç. Ачасем пикенсех çăматă ывăтрĕç. Камăн çăматти инçерех каять, вăл çĕнтерет. Чи пултаруллисем призсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Районти культура çуртĕнче кăнтăрла 12 сехетре "Çамрăк сасăсем" концерт пуçланчĕ. Унта культура çурчĕ çумĕнчи ача-пăча студине çỹрекенсем тата районти искусство шкулĕн воспитанни-кĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕслĕх библиотекăра "Вĕсен ячĕ халăх чĕринче" электронлă кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Пирĕн районта халĕ пурăнакан Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе участникĕсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Районти çамрăксем кирек хăш спорт вăййинче те пултараççĕ. Мартăн 6-мĕшĕнче те пирĕн спортсменсем ла-йăх енчен палăрчĕç. Çак кунхине 8 команда район администрацин пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илес енĕпе тупăшрĕç. Кунта вара Нĕркеç ялĕн спортсменĕсем палăрчĕç, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухса кубока çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕн команди пулчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн команди те лайăх кăтартусемпе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Сĕтел çинчи теннисла выляссипе Ф.Гаврилова çитекенни пулмарĕ. Ăста спортсмен уявра та хăй пултаруллине кăтартрĕ. Иккĕмĕш вырăна А.Андреев тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта Д.Воробьев пулчĕ. Çак спорт районта аталанса пынине палăртас килет. Çамрăксене Н.Максимов, Ф.Гаврилов чăннипех те тăрăшса вĕрентеççĕ. Хĕрачасем хушшинче те хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Яланхи пекех, О.Степанова пултаруллă пулчĕ, мала тухрĕ. Т.Плаксина иккĕмĕш, Г.Гаврилова виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Район центрĕнче вара ар-çынсем алă вăйĕ виçрĕç. 75 килограма çитиччен виçеллисем хушшинче В.Калашников пĕрремĕш, И.Шайдуллов иккĕмĕш, Д.Тимофееввиççĕмĕш вырăнсене тивĕç-рĕç. Пысăкрах виçеллисем хушшинче А.Зарипов çĕнтерчĕ. Р.Насриев иккĕмĕш, Д.Портнов виççĕмĕш пулчĕç. Кире пуканĕ йăтакансем те нума-йăн. Кунта Аймет Зарипов палăрчĕ, мала тухрĕ. В.Калашников иккĕмĕш, Ф.Алиуллов виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Кире пуканĕ тĕртессипе вара Владимир Калашников çĕнтерчĕ - çĕнтерчех. Сергей Степанов иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Ф.Алиуллов виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Вĕрен туртакансем патĕн-че çынсем уйрăмах нумай пуçтарăннă. Кунта ялсен командисем ăмăртаççĕ-çке. Урмаелсем маттур пулчĕç, Комсомольскисене иккĕмĕш вырăна хăварчĕç. Урмаелсен иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Кунта В.Белков судьяна уйрăмах тав тăвас килет. Пур спорт вăййине те йĕркелесе пыма пултарать-çке Вениамин Васильевич. Вăл вĕрентекен шкул ачисем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пултаруллă, опытлă спортсмен хăй те судья пулса районти нумай ăмăртăва ирттерет. Вăхăтне шеллемест. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ пулчĕ. Шкулсен командисем хушшинче Асанкасси спортсменĕсем пĕрремĕш, Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн ачисем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Аслисем, 63 килограмм таяканнисем хушшинче В.Малышев (Комсомольски) пĕрремĕш, К.Данилов (Асанкасси) иккĕмĕш, М.Сахров (Урмаел) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 69 килограмм таякан спортсменсем хушшинче Çĕнĕ Мăрат каччи Д.Филиппов палăрчĕ. Урмаел çамрăкĕ М.Самерханов иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Д.Юманов (Урмаел) виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Йывăр виçеллисем хушшинче А.Денисова (Асанкасси), А.Филиппова (Çĕнĕ Мăрат), С.Лукина(Комсомольски) палăртмалла. 76 килограмран ытларах виçеллисем хушшинче районĕпех паллă Рашид Хамбикова çитекенни пулмарĕ. Часах вăл Раççейре иртекен ăмăртусене хутшăнĕ. Руслан Камалюков (Урмаел), Çĕнĕ Мăрат каччи Владимир Макаров та кĕрешỹре палăрчĕç. Ку спорт та пирĕн районта вăй илет. Г.Петухов пек тренерсем çеç кирлĕ. Шашкăлла ăмăртас енĕпе вара Н.Индюкова çитекенни çук-ха. Уявра та вăл пĕрремĕш вырăна тухрĕ. В.Смирнов ун хыççăнхи вырăна йышăнчĕ. Г.Краснова виççĕмĕш вырăн лекрĕ. Хĕрарăмсен хушшинче Н.Степановăна çитекенни пулмарĕ. Чылай çул ĕнтĕ ăна никам та çĕнтереймест. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та кашни ăмăртăвах хутшăнать, çамрăксене вĕрентсе пырать. Иккĕмĕш вырăна Ирина Платонова йышăнчĕ. Алена Козлова виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Спортсменсем уява пухăннă çынсене савăнтарчĕç. Ăмăртусен судйисене те тав тăвас килет. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçларĕç.
"Каçал Ен"